Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ретро-курав ҫӗнӗ клуб умӗнче

"Ҫӗнӗ пурнӑҫ тунӑ чухне акӑ ҫапла юрлаҫҫӗ", – текен сӑмахсем пур комсомолец Хӗветӗр ҫинчен шӑрантаракан "Кай, кай Ивана" юрӑра.

Чӑнах та, ҫӗннипе кивви хушшинче пӗр ӑру вӑхӑчӗ – теҫетке ҫул ҫеҫ – хыҫран ҫитес ӑру хӑвалать. Ҫапла 60-мӗш ҫулсенче чи чаплӑ шутланнӑ хура-шурӑлла кӑтартнӑ телевизорсем паян пӗр килӗре те ҫук-тӑр ӗнтӗ, вӗсем вырӑнне тӗслисем е плазма. Пластинкӑллӑ радиоллӑсем те хваттерсенче  кӗвӗ шӑрантармаҫҫӗ, пленкӑллӑ фотоаппарат та, историре хӑйӗн вырӑнне тупасшӑн, пирӗнпе сывпуллашать. 

Урине тӑхӑнма пулманран шкула ҫӑпатапа кайнӑ атте паян манпа "Ватсап" урлӑ видеокӗпер хывать. Совет Союзӗ арканнӑранпа 30 ҫул та ҫитмерӗ, эпир созидательсенчен потребительсене ҫаврӑнтӑмӑр. Хамӑр патра нимӗнле килти вак техникӑ та туса кӑлармастпӑр пулмалла. Китайрине туянма йӳнерех! Кун-ҫул таппи ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫӗнӗлӗхсем кӗртет пирӗн пурнӑҫа.

Ҫавӑнпа-ши, Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗнчи Культура ҫуртне уҫнине курма кайсан, ун умӗнче йӗркеленӗ ретро-курава тӑратнӑ хатӗрсене темӗнччен пӑхса тӑтӑм. Ӑна сак ялта пурӑнакан Иван Васильев хатӗрленӗ. Нумай ҫул пухнӑ радиолюбитель сак электроприборсене. Вӗсенче иртнӗ саманан ҫирӗп таппи сисӗнет. Патефонӗ те, телефонӗ те – пурте ӗҫлеҫҫӗ! Шахтӑ хунарӗ те ҫутатать. 

 Чӑваш Киштекӗнче пурӑнакан Иван Васильев "Иртсе каяканнипе тӗлпулни" тесе ят панӑ хӑйӗн мини-куравне. Совет саманинчи килти аудио-видео техника: рацисем, фотоаппаратсем, лампӑллӑ телевизорсемпе патефонсем. 

Чӑннипе те иртнӗ пурнӑҫ тухса тӑрать куҫ умне. Кунта эпир манӑҫа кӑларма тытӑннӑ проявительсемпе закрепительсем те пур, "Смена" фотоаппарат та. Ваильевӑн куравӗ – самана питӗ вӑйлӑ улшӑннине ҫирӗплетет. Вӑл япаласем ӗнтӗ паян ним тума та кирлӗ мар. Иртнӗ пурнӑҫа кӑна аса илтереҫҫӗ.

Чӑваш Киштекӗн ҫӗнӗ клубӗнче музей валли вырӑн пулать-и, ҫук-и – пӗлместпӗр. Пулсан – Иван Васильевӑн ретро-куравӗ, ман шутпа унта тӗп вырӑн йышӑнмалла. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Ретро