Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РФ паспорчӗпе правасем те, яваплăх та ӳсеççӗ

Паян РФ Конституцийӗн кунӗ

Кӗскен çӗршывăмăрăн конституцине аса илнине никам та хирӗçлемӗ тесе шутлатăп. Пӗрремӗш Конституцие пирӗн çӗршывра (ун чухне РСФСР) 1918 çулта йышăннă. Çакăн хыççăн 1924, 1936 çулсенче çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Совет Союзӗнчи юлашки Конституци вара 1977 çулхи октябрӗн 7-мӗшӗнче йышăннă. 1991 çулта çӗршыв сапаланса кайичченех граждансен прависемпе яваплăхӗсем çинчен калакан законсен пуххи йӗркелесе пынă.

1993 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче йышăннă Конституципе Раççей Федерацийӗ 30 çул ытла пурăнать. Çак кун ятарласа хатӗрленӗ мероприятисем й.ркелещщ. Граждансен ирӗкӗ, прависем çинчен калаçусем ирттереççӗ. Тата, паллах, çитӗнсе пыракан ачасен 14 çул тултарнине чаплă лару-тăруруа РФ граăданинӗн паспортне параççӗ. 

Паян Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин çак ырă йăлана пурнăçларӗ. Парламентарисен çуртне пухăннă 14 çул тултарнă çамрăксене РФ граăданинӗн чи пӗлтерӗшлӗ документне — паспорт ачӗ. Вӗсем çула çитмен, ача шутӗнчен те тухман, анчах çак кунран пур ыйтăва та вӗсемшӗн ашшӗ-амăшӗ татса парасси пӗтет. Çамрăксен ирӗкӗ ӳсет — ӗçӗсемшӗн те хăйсемех явап тытаççӗ, патшалăх панă правăсемпе те туллин усă кураççӗ. 

Фарид Хайруллович Раççейӗн çамрăк гражданӗсене ырă сунса çӗршыва юратма, уншăн усăллă пулма халалларӗ. Çамрăк граждансене паспортпа пӗрле РФ Конституцине те пачӗ. 

Мешехере ТР Вӗрентӳ тата наука министрӗ Ильсур Хадиуллин та пулчӗ. Унăн саламӗ вӗренӳпе, пӗлӳпе çыхăнчӗ. Паян паспорт илекенсем шкулсенче вӗренни çине пусăм туса пӗлӗвӗсене ӳстерме чӗнчӗ вăл.

Савăнăçлă лару-тăру пурте пӗрле сăн ӳкнипе вӗçленчӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство