РФ Президенчӗ вӗрентекенӗн авторитетне ӳстерекен указа алă пуснă
Раççей Президенчӗ Владимир Путин вӗрентекен профессийӗн авторитетне ӳстерме тата ӗçлеме лайăх условисем туса парас тӗллевпе хушу кăларнă.
«Вӗрентекенӗн ят-сумне обществăра ӳстерес тӗлӗшпе нумай ӗçлетпӗр. Ку ӗçре «Молодежь и дети» наци проекчӗ уйрăмах пысăк вырăн йышăнать, ун шайӗнче вӗрентекенсене пулăшмалли мерăсем ӗçлеççӗ тата професси аталанăвӗн анлă программисем хута каяççӗ. Хальхи вăхăтра педагог профессийӗпе кăсăкланасси ӳснине сăнатпăр: педагогика аслă шкулӗсене паракан заявленисен шучӗ паянхи куна 585 000 яхăн, 2025 çулта – 455 000 пулнă. Указа йышăнни çӗнӗ шая тухма май парасса шанатăп. Вăл чи лайăх практикăсене çӗршывӗпех сарма, педагогика кадрӗсемпе системăллă ӗçе вăйлатма тата федерацин пӗрлехи пулăшу стандарчӗсене ӗçе кӗртме май парӗ», – палăртнă РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.
Çӗнӗ указ шайӗнче вӗрентекенсене ӗçре ӳсме пулăшӗç, хушма пӗлӳ тата пулăшу парӗç. Профессире пӗрремӗш утăм тăвакансене опытлă вӗрентекенсем пăхса тăрӗç. «Ӗç ветеранӗ» ята шкулта 25 çул ӗçлесен илме пулать. Вӗрентекенсене электронлă учебниксемпе цифра библиотекисене кӗме май парӗç. Уйăхра пӗрре музейсене тӳлевсӗр çӳреме пулать. Вӗрентекенсем юридици пулăшăвне тӳлевсӗр илме пултарӗç. Ачасене ача садне вырнаçтарнă чухне те пулăшу парӗç.
РФ Правительстви вӗрентекенсем валли пӗрлехи удостоверени тумалла, вӗсен ӗç условийӗсене лайăхлатмалла. Регионсен вӗрентекенсене çӗнӗ мерăсемпе çăмăллăхсем çинчен каласа памалла.
Документ ăна алă пусса çирӗплетнӗ кунран вăя кӗрет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев