Росгварди хăрушсăрлăх хуралӗнче вунă çул тăрать
Паян, мартăн 27-мӗшӗнче Раççей наци гвардийӗ икӗ пӗлтерӗшлӗ юбилее паллă тăвать: ведомство йӗркеленнӗренпе 10 çул çитнине тата йӗрке хуралӗн çарӗсене йӗркеленӗренпе 215 çул çитнине. Вунă çул хушшинче пирӗн çӗршывра граждансене хӳтӗлес тата йӗркепе тивӗçтерес тӗллевсене хăвăрт татса пама пултаракан тытăм пулса тăчӗ вăл.
Росгвардие Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн указӗпе 2016 çулта туса хунă. Ҫав ҫулах Росгвардин Тутарстанри управленине йӗркеленӗ. Управлени йышне СОБР тата ОМОН отрячӗсем, авиаци, ведомство тулашӗнчи хурал тата хӗç-пăшала тӗрӗслекен служба кӗнӗ. Çак çулсенче ведомство кирек мӗнле тӗллеве те пурнăçлама хатӗр пӗрлӗхлӗ команда пек кăтартать хăйне.
Тутарстан Росгвардийӗн мăнаçлăхӗ – ятарлă подразделенисем. СОБР спецподразделени «Тимер батыр» ятлă. Отрядăн 30 çулхи историйӗнче унăн боецӗсем Çурçӗр Кавказри контртеррористла операцисене хутшăннă, халӗ вара ятарлă çар операцийӗ шайӗнче тӗллевсене пурнăçлаççӗ. Вӗсенчен нумайăшӗ патшалăх наградисене илнӗ. Тутарстанри Росгвардин ӗçченӗсем «Герои нашего времени» республикăри премийӗн лауреачӗсем пӗрре мар пулса тăнă.
2017 çултанпа Росгвардин Тутарстанри управленийӗн ӗçченӗсем Хусанта иртнӗ пысăк мероприятисенче – Конфедерацисен Кубокӗ, 2018 çулта иртнӗ Футбол чемпионачӗ, «БРИКС Вăййисем тата БРИКС саммичӗ – хăнасемпе хутшăнакансен хăрушсăрлăхне тивӗçтернӗ. Вунă çул хушшинче ведомство йăла-йӗркене хисеплени, хăйӗн профессионализмне тата çӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме хатӗррине кăтартнă. Çакă малашлăха шанчăклăн пăхма май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев