Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Росгвардин Тутарстанри Управленийӗ çӗршывра чи лайăххисен шутӗнче

Росгвардин Тутарстанри Управленийӗ çӗршывра чи лайăххисен шутӗнче. Çакăн пирки Тутарстан Республикин Премьер-министрӗ Алексей Песошин Раççей Федерацийӗн Наци гвардийӗн çарӗсен кунне халалланă мероприятире каланă.

Иртнӗ эрнекун Росгварди йӗркеленнӗренпе 10 çул, йӗрке хуралӗн çарӗсем пуçланса кайнăранпа 215 çул çитрӗ.

Çак пӗлтерӗшлӗ пулăма халалланă мероприяти Хусанти Ратушăра мартăн 27-мӗшӗнче иртрӗ. Алексей Песошин 10 çул каялла йӗркеленнӗ служба йӗркелӗхе тытса тăрас системăра пӗлтерӗшлӗ вырăн йышăнни, граждансен интересӗсене хӳтӗлени, ведомствăн харпăр йышӗ преступноçпа, терроризмпа тата экстремизмпа кӗрешессинче малти вырăнта тăни, хӗç-пăшал çаврăнăшӗн сферинче Раççей законодательствине пăхăннине тӗрӗслесе тăни, стратегилле объектсене сыхлани пирки каларӗ. Алексей Валерьевич Наци гвардийӗн Тутарстанри сотрудникӗсем ятарлă çар операцийӗнче те ума лартнă задачăсене ăнăçлă пурнăçланине палăртрӗ. Республикăра çӗнӗ хисеплӗ ят – «Наци гвардийӗн çарӗсен Тутарстан Республикинчи тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» – çирӗплетнӗ.

«Росгвардин Тутарстанри Управленийӗн харпăр йышне тăрăшса ӗçленӗшӗн, паттăрлăхшăн, присягăна çирӗп пăхăннăшăн, йăла-йӗркене тытса пынăшăн, хăрушсăрлăхпа тивӗçтернӗшӗн чӗререн тав тăватăп. Росгвардин харпăр йышӗ, ветерансен çитӗнӗвӗсем çине пăхса, малашне те профессиллӗ ăсталăха ӳстерсе пырасси пирки иккӗленместӗп те», – терӗ Алексей Песошин росгвардеецсене саламласа.

Росгвардин Тутарстанри Управленийӗн пуçлăхӗ, полицин генерал-лейтенанчӗ Рустем Гумеров республика ертӳлӗхӗ пулăшнипе пурлăхпа техника базине палăрмаллах лайăхлатма май килнине каларӗ. Служба çурчӗсене çӗнӗрен тунă е тӗпрен юсанă, автотранспорт паркне тата оргтехникăна çӗнетнӗ, служба иртме тивӗçлӗ условисем йӗркеленӗ.

Мероприяти вӗçӗнче службăра пăлăрнă ӗçченсене, çар çыннисене тата  ветерансене патшалăх наградисемпе чысларӗç.

 

Сăнӳкерчӗксем prav.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: росгвардия