Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Россия» курав-форумра Тутарстан ёлкине илемлетнӗ

Ӗнер Мускаври ВДНХра иртекен Халăхсен хушшинчи «Россия» курав-форумра Тутарстан ёлкине илемлетнӗ, тесе пӗлтерет ТР Культура министерствин пресс-служби. Ун хăтлавне культура министрӗн çумӗ Юлия Адгамова тата «Таткультресурсцентр» ӗçченӗсем тӳрӗ эфирта ирттернӗ.

Çӗнӗ çул чăрăшӗсем валли уйăрса панă тӳремре пурӗ 89 ёлка, Раççейри субъектсен шучӗпе. Кашни йывăçах регионăн хăйне евӗрлӗхне, культурипе йăли-йӗркисене тӗпе хурса илемлетеççӗ. Аллейăра çавăн пекех 90-мӗш чăрăш та пур: вăл, кăвакскер, пӗтӗм çӗршывăн символӗ.

Тутарстан ёлки валли теттесем хатӗрлес ӗçе республикăри алă ӗçӗн ăстисем хутшăннă. Теттесене Тутарстан ялавӗн тӗсӗсемпе тата тӗррисене тӗпе хурса тунă. Ёлкăн тăррине тюльпанлă керамика турилккипе илемлетнӗ. Вăл тутарсен чи пӗлтерӗшлӗ тӗрри. Тюльпан — çурхи чечек, вăл чӗрӗлӳпе çӗнелӳ палли. Тутарстанăн ёлки çинче çавăн пекех хӗр-хӗрарăмсен çивӗтне илемлетмелли эрешсем те, «Телей кайăкӗ» те пур.

Аса илтеретпӗр, Халăхсен хушшинчи «Россия» курав-форум Мускаври ВДНХра иртет. Вăл 2024 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗччен ӗçлет. Унта Раççейӗн 89 регионӗ те экспозицисем хатӗрленӗ. Çавăн пекех ведомствăсемпе обществăлла организацисем те айккинче юлман. Курма пыракансем валли кунсерен тӗрлӗ мастер-классем ӗçлеççӗ, кино кăтартаççӗ, лекцисем тата ытти мероприятисем иртеççӗ.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев