Рункăн 100 çулти ветеранӗпе сывпуллашрӗç
«Пӗр ӗмӗр пурăнатăпах», – теме юратнă Пăва районӗнчи Рунка ялӗн ветеранӗ Кирилл Степанович Тимряков. Тӗрӗс те, кăçал октябрӗн 7-мӗшӗнче 100 çул тултарнă вăл.
Юлашки вăхăтра Кирилл Степанович Тимряков Елабугăра хӗрӗ патӗнче пурăннă. Шел те, Пăва районӗн чи аслă ветеранӗн чӗри çак кунсенче тапма чарăннине хыпарлать район хаçачӗ. Юлашки çула ăна декабрӗн 9-мӗшӗнче тивӗçлӗн ăсатнă. Сывпуллашма Елабуга çыннисем те, Пăва çыннисем те йышлăн пухăннă. Ветерана тăван ялӗнче пытарнă.

Кирилл Тимрякова 16 çулта чухнех районти Кайрево ялне çамрăк салтаксен курсне вӗренме янă пулнă, 1943 çулта çара илнӗ. Чулхула облаçӗнчи Богородск хулинче телефониста вӗрентнӗскере 1944 çулта Ленинграда янă. Унтан Финлянди, Выборг порчӗ, Карели фрончӗ, Прибалтика, Курлянди çурутравӗ. Аслă Çӗнтерӗве Латвири Лиепая хулинче кӗтсе илнӗ. 1950 çулччен Çурçӗр флотӗнче службăра тăнă. Матросран пуçласа пӗрремӗш статья старшини таран çитнӗ.
Таврăнсан Пăва хулин Тӗп статистика управленийӗн усаток инспекторӗнче, 1956-1968 çулсенче тăван колхозра бригадирта, 1968 – 1974 çулсенче Рунка ял совечӗн, ревизи комиссийӗн председателӗсенче тăрăшнă. Унтан 12 çул Тельман ячӗллӗ колхозра ӗçленӗ. Мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех вăрçă ветернӗсен канашне ертсе пынă, халăх контролерӗ, депутат пулнă. Мăшăрӗпе Софья Степановнăпа (Тинкеш хӗрӗ) виçӗ ача çуратса пурнăç çулӗ çине кăларнă. (Сăнӳкерчӗксем elabuga-rt тата tatfrontu.ru сайтсенчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев