Рустам Минниханов ӗçлӗ визитпа Сенегала килсе çитнӗ
Ӗнер Дакар халăхсем хушшинчи аэропортра ăна сенегалецсен ют çӗршыври ӗçӗсемпе патшалăх секретарӗ Моиз Диар Дьеган САРР тата Раççейӗн Сенегалри тата Гамбири чрезвычайлă тата полномочиллӗ посолӗ Дмитрий Кураков кӗтсе илнӗ.
Тутарстан Президенчӗ ăшшăн йышăннăшăн, çавăн пекех енсем хушшинчи ӗçлӗ хутшăнусене сӳтсе явма май туса панăшăн тав тунă тата Сенегал сборнăйне Тӗнчери 2022 çулхи футбол чемпеионатне тухнăшăн саламланă. Нумай пулмасть Сенегал Египет сборнăйне çӗнтернӗ. Патшалăх секретарӗ Моиз Диар Дьеган САРР тутарстансен визичӗ сенегалецсемшӗн çакнашкал лайăх хыпарпа пӗрле пуçланнишӗн хӗпӗртенине пӗлтернӗ.
«Тутарстан-Сенегал» форума хутшăнакан Рустам Миннихановăн визичӗн программинче ӗçлӗ тӗлпулусем палăртăннă, çав шутра Сенегал ертӳçисен представителӗсемпе тӗлпулма та. Пирӗн делегаци йышӗнче вице-премьер РТ Альберт Каримов, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, «Татнефть» гендиректорӗ Наиль Маганов, «Ак Барс» холдинг компанийӗн гендиректорӗ Иван Егоров, çавăн пекех «Хусанти вертолет завочӗн» тата «Ремдизель» акционерлă обществон представителӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев