Рустам МИННИХАНОВ: «ПАНДЕМИ НУМАЙ ÇӖННИНЕ ВӖРЕНТРӖ»
Çӗнӗ çул вăхăтӗнче те больницăсенче эмел, персонал тӗлӗшӗнчен йывăрлăхсем пулмалла мар – лару-тăру контрольте
Декабрӗн 24-мӗшӗнче Тутарстан лидерӗ Рустам Минниханов федерацин тата республикăн журналисчӗсемпе ТАССР 100 çуллăхӗ тӗлне юсаса çӗнетнӗ Наци библиотекинче тӗл пулчӗ. Тӗпрен илсен, çулталăка çапла пӗтӗмлетесси республикăра çӗнӗ йăла мар, анчах пӗрремӗш хут онлайн-мелпе иртрӗ.
Иртсе пыракан йӗкӗр çул социаллă пурнăçшăн та, экономикăшăн та çăмăл килмерӗ. Рустам Нургалиевич çакна палăртса пандеми пирӗншӗн çӗнӗ тӗрӗслев пулнине каларӗ. Коронавирус инфекцийӗпе Тутарстан февраль уйăхӗнче, çак чирпе чирленӗ пӗрремӗш 8 пациента Хусана илсе килсен, тӗл пулчӗ. Вăл вăхăтра чире мӗнле тата мӗнпе сиплемелли схема та, кирлӗ эмелсемпе оборудовани, унран хӳтӗленмелли ятарлă тумсем те çителӗклӗ пулман пирӗн. Халăх валли маска, антисептиксем çитмен. Икӗ уйăх карантин чăн малтан çынсен пурнăçӗ çине калама çук пысăк витӗм кӳнине асăнчӗ. «Халӗ пăхатăн та, урăхларах ӗçлемеллине куратăн», – терӗ вăл çуркунне сывлăх сыхлав системи тӗп тимлӗхе коронавируспа кӗрешме янă хушăра шала кайнă чирпе чирлекенсене пулăшу пулманнипе вилеслӗх ӳсни пирки. Ертӳçӗн сăмахӗсемпе, коронавирус халӗ те ниçта та кайман, анчах халӗ ăна мӗнле сиплемеллине, унран мӗнле хӳтӗленмеллине пӗлетпӗр, вакцинаци пуçланчӗ. Больницăсенче персонал хатӗр, 100 кунрах туса лартнă çӗнӗ инфекци больници те пур. Çӗнӗ çул вăхăтӗнче те больницăсенче эмел, персонал тӗлӗшӗнчен йывăрлăхсем пулмалла мар – лару-тăру контрольте.
Пандеми экономикăна сахал мар сиен кӳрсен те (республика çулталăка 48 миллиард тенкӗ çухатупа вӗçлет) социаллă программăсене пӗрне те чарман. Рустам Нургалиевич çӗршыв ертӳçисене йывăр лару-тăрура пысăк пулăшу панăшăн тав турӗ. Телее, мӗнпур предприяти ӗçлет пирӗн. Машинăсем тăвассипе нефтехими отраслӗсем çухатусем тӳсрӗç пулсан, «КАМАЗ», нефть тирпейлекен тата агропромышленность отраслӗсем тупăша ӳстерме те пултарнă. Сăмах та çук, чи пысăк çухату обществăлла апатлану, туризм, хăна çурчӗн бизнесӗнче. Культура, спорт мероприятийӗсен пурӗ те 50 проценчӗ кăна иртнӗ кăçал, туристсен шучӗ сисӗнмеллех чакнă.
Рустам Нургалиевичăн сăмахӗсем тăрăх, пандеми пире нумай çӗннине те вӗрентрӗ. Калăпăр, дистанцилле вӗренӳ. Вăл пире чи пӗчӗккисем садике, аслăраххисем шкулах çӳремеллине кăтартрӗ. Ку учрежденисем паракан воспитание онлайн форматпа йӗркелеме çук. Çав вăхăтрах интернет-лавккасемшӗн усăллă кăна пулчӗ. Интернетри суту-илӳ хăвăрт аталанса кайрӗ. Рустам Нургалиевич кунта та лайăх енсене кăна курать. «Меллӗ, хăвăрт. Пирӗн çав суту-илӗве хамăрăн вăтам тата пӗчӗк бизнеса кӗме вӗрентмелле. Мӗншӗн-ха вӗсем хăйсен продукцине унта сутмалла мар?» – палăртрӗ малашнехи стратегие лидер.
Ют çӗршыв инвестицийӗсем пӗлтӗрхинчен сисӗнмеллех чакни те паллă, анчах республика ку енӗпе ӗçлеме чарăнман, хамăр çӗршыв регионӗсенчи инвесторсене явăçтарма тытăннă. «Европа – Хӗвел анăç Китай» халăхсен хушшинчи транспорт коридорӗ шутланакан М12 трасса Тутарстаншăн çав тери кирлине те палăртрӗ Р.Минниханов. Экономикăна аталанма çӗнӗ вăй хушакан çак проект пурнăçлантăр кăна, вăл пире питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен Хусан халех ытти регион çыннисене илӗртекен хулана çаврăнчӗ. Çӗнӗ çуртсенчи хваттерсен 30 процентне ют регион çыннисем туянаççӗ-мӗн. Республика ертӳçин шучӗпе, ку çав тери лайăх.
Ăс-хакăлпа культура пурнăçӗнче те паллă пулăм кӗтет пире. Вăл – ислам тӗнне йышăннин 1100 çулӗ. РФ Президенчӗ В.Путин мероприятин планне хатӗрлеме хушнă. 20 миллион мăсăльман пурăнакан Раççейшӗн кăна мар, тӗнчешӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприяти пуласси паллă вăл.
Ирина КУЗЬМИНА.
Р.Кадыров сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев