Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Тутарстанри общество организацийӗсене еплерех тӗрев пани пирки каласа панă

Тутарстанра коммерцилле мар сектор аталанăвне пысăк тимлӗх уйрăлать, мӗншӗн тесен вăл конфессисем тата культурăсем хушшинчи диалога йӗркелеме пулăшать, властьпа общество хушшинче эффективлă çыхăну йӗркелеме пулăшать.

Çакăн çинчен Хусанта иртекен «Сообщество» форумăн пленарлă сессийӗнче Тутарстан Президенчӗ пӗлтернӗ. Рустам Минниханов çӗршыври çитмӗл регионран килсе çитнӗ НКО представителӗсене саламланă. Вăл палăртнă тăрăх, хальхи, вăйлă патшалăхри пысăк улшăнусене общественность хастар хутшăнмасан пурнăçа кӗртме хӗн. «Эпир Раççей Президенчӗ граждан обществин аталнăвне еплерех тимлӗх уйăрнине куратпăр. Форумăн нумай енлӗ программи Раççейри чи лайăх практикăсемпе паллашма, пӗр-пӗринчен вӗренме майсем туса парасса шанатăп», – тенӗ республика ертӳçи пухăннисене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев