Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Аксу тата Алексеевски районӗсенче çӗр ӗçченӗсемпе тӗл пулчӗ

Иртнӗ вырсарникун Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министрӗпе Марат Зяббаровпа пӗрле Аксу тата Алексеевски районӗсенчи хирсенче пулса курчӗ – вырма ӗçӗсем еплерех пынипе паллашрӗ.

«Аксу Агро» агрофирмăн хирӗнче республика ертӳçи механизаторсемпе, инвесторсемпе тата районти организацисен тата ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулчӗ. Район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Алмаз Мингулов ял хуçалăхӗнчи ӗç-хӗлпе паллаштарчӗ.

Паянхи куна Аксу районӗнче икӗ пысăк инвестор – «Чистополье» холдинг компанийӗн «Аксу Агро» агрофирми тата «Волга Селект» тулли мар яваплăхлă общество – ӗçлет. Районта 78,9 гектар çӗр çинче тырă акса ӳстереççӗ. Çав шутран 44,2 пин гектар çине çурхи, 22,5 пин гектар çине кӗрхи культурăсем акнă. 

Рустам Минниханов выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси çине ытларах тимлӗх уйăрма сӗнчӗ, выльăх шучӗ нумай пулни экономикăна вăйлатма май пани пирки каларӗ. Районти ял хуçалăхне аталантарма инвестицисем хывакан Альберт Хуснуллинпа Михаил Сыроватский инвесторсене уйрăмах палăртрӗ. 

Аксу районӗнче пурӗ 45 хресченпе фермер хуçалăхӗ, 2 кооператив тата 9 пин ытла харпăр кил хуçалăхӗ. Вырăнти фермерсем хăйсен продукцийӗн куравне те йӗркеленӗччӗ. Динара Вафина районти утарсенче туса илекен пыла, тӗслӗхрен, салтаксем валли ятарлă çар операцине те ăсатни пирки каласа пачӗ. Анатолий Самаренкинăн цехра ӳстерекен кăмпине республикăри кăна мар, кӳршӗлле регионсенчи пысăк лавккасенче те хапăлласах туянаççӗ. Раиса çавăн пекех «Актай» агрофирмăн юланут спорчӗн çитӗнӗвӗсемпе те паллаштарчӗç. Малашне кунта агротуризм аталантарасшăн. 

Рустам Нургалиевич районти ялсенче çулсем тăвас, шыв кӗртес ыйту çивӗч тăнине палăртса ку ӗçе пурнăçлама кăçал укçа-тенкӗ ытларах уйăрни пирки каларӗ, малашне те çак ӗçсем валли нухрат çителӗклӗ уйăрма шантарчӗ.  

Аксусем хăнасене çавăн пекех хирсене пӗрӗхекен пилотсăр система, десикаци тăвакан агродронсем мӗнле ӗçленипе те паллаштарчӗç. Малашне беспилотниксемпе агрохолдингсем кăна мар, пӗчӗкрех фермер хуçалăхӗсем те усă курасшăн. 

Алмаз Мингулов ТР Раисне муниципаллă йӗркеленӗве тӗрев панăшăн чӗререн тав турӗ. 

Алексеевски районӗнче те Рустам Минниханов çӗр ӗçченӗсемпе тӗл пулса калаçрӗ. Район пуçлăхӗ Сергей Демидов хирсенчен аван тухăç пухса илессе шанни пирки пӗлтерчӗ, комбайнерсем вара гектартан вăтамран 40 центнер таран тырă вырса илни пирки каларӗç. Алексеевскинчи аграри колледжӗн студенчӗсем Раиса мӗнле профессие вӗреннине, ӗçлеме еплерех хăнăхни пирки каласа пачӗç. Рустам Минниханов студентсене практика иртме мастерскойсем тăвассинче пулăшма шантарчӗ. 

Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство уборка урожая Раис РТ урожай 2025