Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов август вӗçӗччен тыр-пула пухса кӗртме хушнă

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Правительство çуртӗнче иртнӗ канашлура вырма ӗçӗсемпе çыхăннă темиçе хушу панă. Тӗлпулу республикӑри муниципаллӑ районсемпе видеоконференци мелӗпе иртнӗ.

Тыр-пул акнă пӗтӗмӗшле лаптӑк кӑçал 1 миллион та 100 пин гектарпа танлашать, вӗсенчен 568 пин гектарӗ – çу культурисем.

«Тӗп тӗллев – тыр-пула пухса кӗртессине август уйӑхӗн вӗçӗччен вӗçлесси. Республика хуçалӑхӗсенче кун валли комбайнсемпе типӗтмелли комплекссен çителӗклӗ. Чи пӗлтерӗшли – техникӑна тӗрӗс усă курасси. Топливӑпа тивӗçтерес ыйтӑва та татса панӑ», –  палӑртнă республика ертӳçи.  

Çавӑн пекех республикӑра выльӑх апачӗ хатӗрлесси малалла пырать. Тутарстан Раисӗ хуçалăхра çулталӑк çурӑ çитӗрме апат пулмаллине те аса илтернӗ.

Рустам Минниханов ТР  Ял хуçалӑхӗпе апат-çимӗç министерствине çак ыйтусене куллен тӗрӗслесе тӑма, вӗсене вӑхӑтра татса пама хушнӑ. Вырмана хутшӑнакансен ӗçне йӗркелесси çинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнă вӑл.

«Чи малтан тивӗçлӗ ӗç укçи пулмалла, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене  пӑхӑнмалла,  вӗри апатпа тивӗçтермелле. Ку питӗ яваплӑ тапхӑр», –  каласа хăварнă Рустам Минниханов.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство уборка урожая Раис РТ