Рустам Минниханов професси чемпионачӗсен çӗнтерӳçисемпе тӗл пулнă
ТР Раисӗ Рустам Минниханов «Профессионалы», «Абилимпикс» чемпионатсен тата «Архипелаг» наци ăмăртăвӗсен çӗнтерӳçисемпе тата призерӗсемпе Б.Рамеев ячӗллӗ IT-паркра тӗл пулнă.
Республика ертӳçи хутшăнакансене пысăк çитӗнӳсемпе саламланă, вӗрентекенсене тата çамрăксен професси хăнăхăвне аталантарма пулăшакансене уйрăммăн тав тунă. Республикăри чи лайăх специалистсемпе çулсерен тӗл пуласси йăлана кӗнине палăртса хăварнă.

2025 çулта республикăра пурăнакансем «Абилимпикс» чемпионатра 69 медаль çӗнсе илсе иккӗмӗш вырăн йышăннă. «Профессионалы» юхăмра 243 медаль тата 72 медальон илнӗ. «Архипелаг» ăмăртура республика представителӗсем дронсен чи лайăх операторӗсем пулса тăнă.
ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев