Рустам Минниханов: «Пӗрремӗшсен юхăмӗ» чăн-чăн патриотсене хатӗрлемелле
Форум уçăлнă хыççăн унăн делегачӗсем икӗ кун хушшинче вӗренӗç тата мастер-классене хутшăнӗç
«Пӗрремӗш пуласси вăл хисеплӗ мисси çеç мар, хăвăрăн юлташăрсем, аçăр-аннӗрсем, вӗрентекенӗрсем, çӗршыв умӗнчи пысăк яваплăх та.
Эсир Тутарстан çамрăкӗсем пӗрремӗшсен ятне тивӗçлӗн упрасса çак юхăмра хастар хутшăнасса шанатăп. Эпир сирӗн мӗн пур пуçарăвăра тӗрев паратпăр» - чӗнсе каланă Рустам Минниханов пухăннисене.
Шкулти аслă классенче вӗренекенсем «Пӗрремӗшсен юхăмне» кашни районран пуçтарăннă, вӗсем хăйсен командин презентацине кăтартнă.
Форум уçăлнă хыççăн унăн делегачӗсем икӗ кун хушшинче вӗренӗç тата мастер-классене хутшăнӗç. Суйласа илмелли направленисем те сахал мар : «Вӗрентӳпе пӗлӳ», «Наукăпа технологисем», «Ӗç, професси, хамăн ӗç», «Культурăпа искусство», «Тăван чӗлхе, наци культурисем, йăласем», «Спорт», «Сывă пурнăç йӗрки», «Медиа тата коммуникацисем», «Дипломатипе халăхсен хушшинчи хутшăнусем», «Добровольчество», «Патриотизмпа историлле астăвăм» и «Экологипе çутçанталăка хӳтӗлени».
Паллă çынсем, экспертсем тӗрлӗ направленисенче спикерсем пулӗç.
Софья Малышева сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев