Рустам Минниханов Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кунпа саламларӗ
Хусан Кремлӗнче паян «Ачалăх фестивалӗ» уçăлчӗ. Ăна Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă. Унпа пӗрлех республикăра «Çулла Тутарстанра» проект хута кайрӗ.

Фестивале Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов та çитсе курчӗ, ачасемпе калаçрӗ. Рустам Нургалиевич ачасене хăй ир çинчен Хусанти Çамрăксен театрӗнче (унта кӗçех юсав ӗçӗсем вӗçленӗç те вăл туллин ӗçлесе кайӗ) тата Казанка хӗрринчи кӗç-вӗç уçăлмалли бассейнсен комплексӗнче пулса курни çинчен каласа пачӗ.

«Республикăри савăнăçлă пулăмсем – театрсем, парксемпе скверсем уçăлни – йăлтах ачасем валли. Паян эпир сирӗнпе пӗрле савăнатпăр», – терӗ Тутарстан Раисӗ.

Хусан Кремлӗнчи Йышăну вырăнӗсенче (Присутственные места) паян ачасем валли мастер-классем иртеççӗ, интерактивлă площадкăсем ӗçлеççӗ. Республикăри предприятисем ачасемпе çамрăксене професси суйлама пулăшас енӗпе калаçусем йӗркеленӗ.

Рустам Минниханова фестивальте çавăн пекех «Движение Первых» юхăм йӗркеленӗ проектсемпе те паллаштарчӗç. Ак, тӗслӗхрен, «Почта Первых. Культурная карта России» проектах илер. Вăл пулăшнипе ачасем çыру çырса, ача-пăча типографийӗнче открытка пичетлесе Раççейӗн ытти хулисене яма пултараççӗ. «Игелек мектебе» (Школа доброты), «Школьный музей. Я горжусь своими предками», «Татарча экология» проектсем те питӗ интереслӗ. Вӗсем пурте Тутарстан Раисӗн гранчӗпе пурнăçланаççӗ.
Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев