Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сабантуйра БРИКС Вăййисене хупрӗç

Вырсарникун, июнӗн 23-мӗшӗнче, Хусанта виçӗ площадкăра тутар халăхӗн уявӗ Сабантуй иртрӗ. Мирный поселокӗн майданӗнче БРИКС Вăййисене хупас церемони пулчӗ.

Мерпориятие Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, РФ Президенчӗн Канашçи Игорь Левитин, РФ Правительствин пуçлăхӗн спорт енӗпе штатра тăман Канашçи Олег Матыцин, БРИКС+ çӗршывӗсен хулисен форумӗн делегачӗсем тата БРИКС Вăййисен спортсменӗсем хутшăнчӗç. 


Малтан Рустам Минниханов хăнасемпе пӗрле тутар халăхӗн культурипе йăли-йӗркине тата кулленхи пурнăçне сăнлакан кил-çуртсене курса çаврăнчӗ. Нурлатсем тутар туйӗ кăтартрӗç. Пăвасем патне çитсен Тутарстан Раисӗ пиçиххипе тытса кӗрешессинче çӗнтернӗ паттăра наградăларӗ, ял хуçалăх техникин куравӗ вырнаçнă площадкăра республикăри çӗр ӗçӗнче малта пыракансемпе тӗл пулчӗ. Çавăн пекех Рустам Нургалиевич БРИКС Вăййисене хутшăннисемпе те кăмăлтан калаçрӗ. 


Тӗп майданра иртнӗ театрализациленӗ пролога кăçал Сабантуй историне тата халăхсен туслăхне халалланăччӗ. Вăл вӗçленес умӗн БРИКС Вăййисене хутшăннă 89 çӗршывăн ялавӗсене йăтса тухни хăйне илем кӳчӗ уява. 


Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçисене Хусанта çавăн пек масштаблă мероприяти ирттерме шаннăшăн чӗререн тав турӗ. «Пирӗн чи юратнă праçник Сабантуй БРИКС Вăййисем вӗçленнипе пӗрле иртет. Ку Вăйăсене Тутарстанра ирттерни Раççей Ертӳçисем пире шаннине пӗлтерет. Шел пулин те, ăмăртусем вӗçленчӗç. Унта хутшăннисене пурне те пысăк тав!» — терӗ вăл. 


Игорь Левитин Хусанти ăмăртусем çӳллӗ шайра иртнине палăртрӗ. Сабантуя пуçтарăннисене çавăн пекех ют çӗршывран килнӗ хăнасем те саламларӗç. 


10 куна тăсăлнă БРИКС Вăййисене 85 çӗршывран 4,5 пин ытла спортсмен хутшăннă. 1-мӗш вырăнта Раççей (пурӗ 502 медаль) иккӗмӗш вырăнта — Белорусси (247 медаль), виççӗмӗш — Китай (62 медаль). 


Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сабантуй