Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«САЛАМ» САЛАМСЕМ ЙЫШĂНАТЬ

Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ 15 çуллăхне паллă тума хатӗрленет

Светлана Садыкова пӗр улшăнми ертсе пыракан «Салам» ансамбле Хусанта пӗлмен чăвашсем çук-тăр. Вăл «Çăварнире» те «Наврусра» та, «Сабантуйра» та, ытти уявсенче те пултарулăхне кăтартать. 
Ансамбль куракан умне пӗрремӗш хут 2008 çулта «Чăваш шăпчăкӗн» зонăри конкурсӗнче тухнă. Ун чухне «Салам» Пăва районӗнчи чăвашсен йăлине кăтартнă пулнă. 
Унтанпа хулари, районсенчи, республикăри, регионсем хушшинчи конкурссенче, уявсенче, фестивальсенче пӗрре мар хутшăннă, вырăнсем йышăннă. Çакна ушкăнăн йышлă дипломӗсемпе грамотисем çирӗплетеççӗ. 
10 çынран тăракан фольклор ушкăнӗ февралӗн 11-мӗшӗнче 13.00 сехетре Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче саламсем йышăнӗ. Тӗлпулăва йыхрав хучӗсемпе кӗртеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев