Саламсем, тав сăмахӗсем
Чи пархатарли — ака ӗçӗсем вăхăтлă вӗçленнине савăнса уявлани, ӗç паттăрӗсене халăх умӗнче чысласа асăнмалăх парнесем пани
Актуйра мӗн лайăххине калама пуçласан пысăк списоках пуçтарăнӗ: ярмăркки, аякри тăвансемпе курнăçни, юрри-ташши, ӗçме-çими... Чи пархатарли вара — ака ӗçӗсем вăхăтлă вӗçленнине савăнса уявлани, ӗç паттăрӗсене халăх умӗнче чысласа асăнмалăх парнесем пани.
Кăçалхи Мускаври Акатуйра та çак авалтан пыракан ырă йăлана тытса пычӗç. Сцена çине Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев, Сывлăх сыхлав сферин надзорӗн федераллă службин ертӳçи Алла Самойлова, Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ, халӗ РФ Патшалăх Думинче ЧР сенаторӗ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин Финанс рынокӗ енӗпе комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, РФ сенаторӗ Николай Владимиров, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Алла Салаева, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских, РФ Геройӗ, тинӗс пехотин офицерӗ, «Раççей Халăхсен ассамблейи» обществăлла организацин генеральнăй директорӗ Александр Даркович, Мускав мэрӗн çумӗ Александр Горбенко, Мускаври Национальноçсен çурчӗн директорӗ Сергей Ануфриенко, Вырăс Православи Чиркӗвӗн Чăваш митрополийӗн Улатăр епархийӗн секретарӗ Анатолий Уляхин, Раççей Мăсăльмансен тӗн пухăвӗн муфтийӗ, РФ Обществăлла палатăн пайташӗ Альбир Крганов тухса саламларӗç Акатуя килнисене.
Йăласене упрама вӗрентмелле
Олег Алексеевич: «Çӗр ӗçченӗсене акма, лартма ирӗк панăшăн чăваш йăлипе çутçанталăка тав тăватпăр, — тесе пуçларӗ сăмахне. —ВДНХ тӳремӗнче Акатуй çапла анлă иртни, чăвашсем çав тери йышлă пуçтарăнни эпир хамăрăн аслă ăрури тăхăмсен йăлисене упранине, тытса пынине кăтартать. Пирӗн ачасене, мăнуксене те çакнах вӗрентмелле», — тесе астутарчӗ.
Çӗр ӗçченӗсем авалтан пыракан ăслăлăхсемпе çеç мар, паян наукăпа техника çитӗнӗвӗсемпе усă курса производствăна ӳстереççӗ. 2024 çулти çур аки кăткăс иртнине пытармарӗ Олег Николаев, çанталăк условийӗсене пула пур культурăна та шутланă пек вăхăтра лартма-акма тӳр килменнишӗн пăшăрханса та илчӗ вăл, çав-çавах тухăç савăнтарасса, ăна тăкаксăр пуçтарса илессе шанать Чăваш Ен ертӳçи.
Иртнӗ çуркунне шар курнă Оренбург тăрăхне, çурхи шыв-шуртан инкек курнă ентешӗмӗрсене кил-çуртне юсама пулăшасси çинчен те каларӗ. «Пирӗн халăхăн йăли çапла, яланах çапла пулнă», — терӗ Олег Николаев çирӗппӗн.
Чăваш Республикин Пӗрремӗш Президентне Николай Федорова халăх саламласа кăшкăрса алă çупса кӗтсе илчӗ. Николай Васильевич та тӗлпулăва хавас пулни курăнчӗ. Вăл çӗр ӗçченӗсене нимӗнле йывăрлăха пăхмасăр çӗршыва çăкăр-тăварпа тивӗçтернӗшӗн, ăс-хакăл культурине упранăшăн тата чăваш халăхӗн йăлисене тытса пынăшăн тав турӗ. «Çын хуть ăçта пурăнсан та наци йăлисем, культури халăхăн пурнăçӗпе тачă çыхăннине кăтартаççӗ», — тӗрӗссине калать Николай Васильевич. Чăваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ хăйӗн сăмахне Хусанкайăн вилӗмсӗр йӗркисемпе вӗçлерӗ: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». Хушса хучӗ: «Çапла пултăр!»
Сцена çине тухнисенчен кашни ырă-ырă сăмахсем каларӗ. Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗнче пур чăваша лайăххине сунчӗç. Çапăçу хирӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене тав туса аса илчӗç, çӗнтерӳпе таврăнма сывлăх сунчӗç.
Чăваш наци культурине аталантарас ӗçе пысăк тӳпе кӗртнисене Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Тав хучӗ тата асăнмалăх алла çыхмалли сехет парса чысларӗ. Пирӗн ентешсем те Ульяновск облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Петрович Бабайкин тата Тутарстан Республикин Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Анатольевич Малышев тивӗçрӗç çак наградăна. Саламлатпăр!
Сăнӳкерчӗксем Акатуя хутшăннă ентешсен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев