Салтак çырнă виç кӗтеслӗ çырусем..
Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмел çынни Иван Петрович Егоров фронтран янă çырусем
Çак вырăнта (сăнӳкерчӗкре) 1944 çулта Иван Петрович Егорова тата унăн юлташӗсене пытарнă. Пурӗ ултă Совет салтакӗсем çакăнта пӗрле ӗмӗрлӗхех вырăн тупнă. Паянхи кун пытарнă вырăна тупаймăн. Пытарнă вырăн Прибалтика тăрăхне кӗрет. Шоссепе иртсе каякан çултан тата çывăхри пӗр ялтан инçе мар. Фотоӳкечӗке çырупа Иван Петровичăн мăшăрӗ – Прасковья патне Кивӗ Йӗлмелне (Çӗпрел районӗ) ярса панă. Вăрçăран Иван Петровичăн икӗ ывăлӗ – Федорпа Виталий тăван килне-амăшӗ патне таврăнайман.
И.П.Егоровăн çырăвӗсем:
Апрелӗн 6-мӗшӗ 1943 çул
Ырă кун тăван çемьесем!
Çак çырăвăн чи малтанхи йӗркинче Сире: Пăраска тата ачасене Маняна: Валентие тата Коляна питӗ пысăк хӗрӳллӗ салам! Эпӗ килтен килнӗренпе Сиртен пӗр çыру та илмен. Эпӗ пока пурăнатăп - ха сывă. Нушасăр.
Çак çырăва илсенех çыру ярăр: килти пурнăçа тӗплӗн пур енчен те çырса пӗлтерӗр. Кулинка сана салам! Пысăк ӳç! Çыру çыр!
Сирӗн аçăр Егоров И. П.
Адрес: п/о Нижнее Услоны Т. Р. Верхнее Услонский район: совхоз завода имени В. И. Ленина
Июлӗн 26-мӗшӗ 1943 çул
Здравствуй Маня!
Сообщаю: что я живу пока хорошо. Жив и здоров того и Вам желаю.
Посылаю Вам всем поклон.
Маня: как получите это письмо: сообщите мне подробно: как живете дома и какие у Вас новости и есть-ли от брата писем.
Вам наверно тоже живется не так легко. Но ничего не поделаешь. Идет война!
Папаша Егоров полевая почта №30690-У
Июлӗн 26-мӗшӗ 1943 çул
Сывă пурăнатна Кулинка!
Сана манран аçăнтан питӗ пысăк салам!
Çырса пӗлтер: аван вӗренсе тухрăна. Меслет пулсан малалла вӗренме шухăшла. Тăрăш! Ан ӳркен! Аннӳ мӗн каланине итле: мӗнле йывăр пулсан та аннӗре пулăшма тăрăш!
Кукамине: пичӳсене: кӳршӗ-аршăсене манран салам калăр!
Салампа аçу Егоров И. П.
Полевая почта № 30690
Августăн 8-мӗшӗ 1943 çул
Пăраска: ачасен адресӗсене ярса пар. Анюта ăçта вӗренет. Ялти хыпарсене çырса пӗлтер. Вăрçăран яла камсем аманса таврăннă. Хăаăр мӗнле пурăнатăр.
Салампа Егоров И. П.
Августăн 23-мӗшӗ 1943 çул.
Сывă пурăнатăр-и: тăван чӳнăмсем!
Сире манран питӗ пысăк хӗрӳллӗ салам! Пока хам сывă-ха: сире те сывлăхпа пурăнма сӗнетӗп. Эпӗ килтен аякра пурăнатăп. Çак çырăва илсенех çыру ярăр!
Манран пурне те салам!
Сирӗн аçăр Егоров И. П.
Ноябрӗн 18 –мӗшӗ 1943 çул.
Сывă-и çемьесем!
Эсир янă çырусене илтӗм. Кулинка çырнă çырăва илсе вуларăм.
Эпӗ пока ӗлӗкхи çӗртех службăра тăратăп. Пурнăçа хурламалли çук-ха: хырăм тутă: тăхăнмалли тумтирсем параççӗ. Сывлăх пулсан киле таврăнма ӗмӗт пур. Эпир шав малалла шăватпăр. Нимӗçсем каялла чакаççӗ.
Виталирен пӗр çыру илтӗм: хăйне икӗ çыру ятăм: но хирӗç çыру килмерӗ. Анюта ăçта вӗренет.
Сывă юлăр!
Сирӗн аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 30690-С
Октябрӗн 12-мӗшӗ 1943 çул.
Сывă-и: Маня.
Çак çырупа сана: Маня питӗ юратса пысăк салам яратăп. Эсӗ çырнă çырăва илтӗм.
Маня çыру часрах çыр: ан ӳркен! Кӗскен ялти хыпарсене çырса пӗлтер! Аннӳ сывлăхпа епле пурăнать.
Аçу Егоров И. П.
Полевая почта 30690-4
Январӗн 1- мӗшӗ 1944 çул.
Тăван çемьесем!
Чи малтанах пӗлтерем хам пурнăç çинчен. Эпӗ пока пурăнатăп-ха сывă. ,çлетӗп канцеляринче çыру ӗçӗпе. ,лӗкхи çӗртен куçарчӗç мана урăх çӗре. Сиртен çыру илмен. Пӗлместӗп те çырмастăр: те çырса ярсан çитмест. Çырăва çырнă чух кӗскен ял хыпарӗсене пӗлтерӗр. Виталирен те нумай пулать çыру çук-и. Çӗреленти Ванукран: Мресов Ваçукран çыру илтӗм. Анюта ăçта ӗçлет е вӗренет. Унтан пӗр çыру та çук. Манран пур хурăнташсене салам калăр! Ку çырăва илсен хăвăртрах çыру çырăр!
Сирӗн аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502-Е
Майăн 2-мӗшӗ 1944 çул.
Сире пӗлтеретӗп: эпӗ сывă пурăнатăп! Пурсăра та питӗ пысăк салам! Хирӗç çыру ярăр.
Сире ырă сунакан тăван аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502 С
Майăн 19-мӗшӗ 1944 çул.
Сывă-и: хӗрӗм Валенти.
Эпӗ Санран майăн 19-мӗшӗнче янă çырăва илтӗм. Çыруна сарă хут çине çырнă: анчах питӗ сахал çыратăн тата питӗ васкан пулмалла çыру çырнă чухне. Валенти çыруна çырнă хыççăн уйăх ятне тата хăçан янине çыр.
Çемьесене питӗ тунсăхларăм. Киле килес килет. Но нимӗн те тума çук. Варçă! Маншăн сӗре ан хуйхăрăр. Пурсăра та салам яратăп!
Аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502 – Е
Майăн 20 мӗшӗ 1944 çул.
Маня: эпӗ Санăн майăн 19-мӗшӗнче янă çыруна илтӗм. Вуласа тухсан килти: ялти хыпарсене пӗлтӗм. Эпӗ ӗлӗкхи çӗртех тăратăп. Сывлăхпа.
Сергейрен çыру çук тетӗр. Гавриле вилнӗ иккен. Микита Мичи çыру ярать-и. Çырса пӗлтерӗр! Аккасен Илкинчен çыру илтӗм. Хăйне хирӗç çыру ятăм. Кӳршӗ Тапан тӗрмене çакăннă иккен.
Маня: эсӗ çыру çырсах тăр: çыруна питӗ килӗштерсе çыратăн: питӗ юрататăп: кăмăла каять.
Салампа Егоров И. П.
Полевая почта 36502 -Е
Майăн 24-мӗшӗ 1944 çул.
Çак çырупа Сире Пăраска: Маня: Валентине тата Коля питӗ пысăк салам! Анютаран çыру илтӗм. Вăл начар пурăнатăп: тесе сырать. Килтен пулăшма меслет пулсан: пулăшăр ăна!
Кăçал колхозра уçăмсем лайăх тухрӗç-и. Çуракине акайрӗç-и. Хăвăр анкартине акайрăра. Выльăхсем: хурсем мӗн чухлӗ пур.
Федя вилнӗ тесе извещени килчӗ-и е ахаль хут кăна. Кӗтетӗп Сиртен çыру.
Егоров И. П.
Полевая почта 36502 - Е
Июлӗн 3-мӗшӗ 1944 çул.
Пăраска Сана тата ачасене Маняна: Валентине: Коляна питӗ пысăк хӗрӳллӗ салам яратăп: пурсăра та ырлăх сывлăх сӗнетӗп! Хам сывă-ха. Малашнехине калама пултараймастăп. Хальхи вăхăтра Сиртен çыру сайра киле пуçларӗ. Тен çырмастăр е çырсан та çитмест ман пата. Илнӗ çырусенче шав хуратнă сăмахсем нумай. Çыру çырнă чухне кирлӗ мар сăмахсем ан çырăр!
Хăвăрăн сывлăхăра упрăр! Килти пурнăçа çырăр.
Салампа аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502 - Е
Июлӗн 16-мӗшӗ 1944 çул.
Ку çырăва хирте ыраш хушшинче канса ларнă вăхăтра çыратăп. Çывăхра кӳлӗ пур. Хам сывлăхпа пурăнатăп. Пăраска сана: Маняна: Валентине тата Кулинкана питӗ пысăк салам яратăп: пурсăра та ырлăх сывлăх сӗнетӗп!
Ырă сунакан аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502 - Е
Июнӗн 5-мӗшӗ 1944 çул.
Валенти: Санран çыру илтӗм. Вуласан пайтах хыпарсем пӗлтӗм. Хам служит тăватăп ӗлӗкхи çӗртех . Сывлăхпа тăратăп. Сире те ырă сывлăх сунатăп. Питӗ пысăк салам яратăп. Манран ялти пур хурăнташсене салам кала. Ку çырăва илсен хирӗç çыру ярăр: ан ӳркенӗр çыру çырма.
Салампа аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502 - С
Августăн 4-мӗшӗ 1944 çул.
Маня: Санăн çыруна илтӗм: вуласа тухсан Сирӗн хуйхăллă: нушаллă пурнăçăра лайăх пӗлтӗм... Витали кайранхи çыруне хăçан çырнă. Пурсăра та салам!
Сире ырă сунакан тăван аçăр Егоров И. П.
Полевая почта 36502 – С
Витали мӗнле вилни çинчен ашшӗ: Егоров И.П. фронтра пулнă вăхăтра шыраттарнă. 1944 çулхи августăн 5-мӗшӗнче çырнă çырăвӗнче вăл çапла çырнă: «Пăраска! Çак çырупа сана: ачасене Маняна: Валентине тата Кулинкана питӗ пысăк салам яратăп: пурсăра та ырлăх сывлăх сӗнетӗп. Малалла пӗлтерем: хам пока сывă-ха: анчах малашнехине пӗлместӗп. Витали пирки çырса янă хут Мускавран килчӗ. Çапла çырнă: «Витали 1944 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче йывăр аманнипе вилнӗ: Запорожски облаçӗнчи Заозерее ялӗнче пытарнă»: тенӗ. Пăраска ачасем иккӗшӗ те вилнӗ! Патшалăхшăн! Нимӗн те тума çук. Вăрçă! Сӗре йӗрсе ӳксе ан хуçăл: хăна ху сыхла! Хамăн та пӗрте пуç ӗçлеместь: шав хуйхăратăп. Çапла çырăва пӗтеретӗп. Хирӗç çыру ярăр! Егоров И. П. Полевая почта №36502-Е
Ку вăл унăн юлашки çырăвӗ пулнă. Иван Петрович тăван ялне таврăнаймасть. Вăрçă чарăннăранпа 80 çул çитрӗ. Иван Петрович шутлама пултарнă-ши вăл вăхăтра нимӗçсенчен хăтарнă тăван çӗршыв паянхи кун ют патшалăхра пулнине... Çук. Пултарайман. Тăван çӗршывшăн пуçне хунă. Ăçташи вăл пирӗн тăван çӗршыв.
Иван Петровичăн çырăвӗсене Ульяновскри патшалăх архивне ӗмӗрлӗхех упрама патăм.
Николай Казаков хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев