Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтак пулӗ пуҫӑмӑр, купӑста пулӗ яшкӑмӑр

ТР Тӗп ҫар комиссарӗн шучӗпе салтакра пулман арҫын лайӑх ҫӗре ӗҫе вырнаҫаймасть 

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре кӗрхи призыв кампанийӗ пуҫланчӗ. Ҫак тапхӑрта Тутарстан Республикинчен ҫара 3 пин ытла никрута ӑсатӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен паянхи пресс-конференцире ТР ҫар комиссарӗ Сергей Погодин пӗлтернӗ.
"Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи октябрь-декабрь уйӑхӗсенче ҫар хӗсметне ҫӗршыври 1993-2002 ҫулсенче ҫуралнӑ 128 пин ҫынна чӗнтереҫҫӗ. Граждансене военкоматсене октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 31-мӗшӗччен чӗнтереҫҫӗ",– тенӗ вӑл.
Сухопутнӑй ҫарсене никрутсенчен 46 процентне ӑсатаҫҫӗ, Наци гвардийӗн ҫарӗсене - 13 процент, Тинӗс ҫар флотне 10 процент, Сывлӑшпа космос вӑйӗсене 9 процент, Сывлӑш-десант ҫарӗсене тата ятарлӑ назначениллӗ ҫарсене 9 процент, Стратеги пӗлтерӗшӗллӗ ракета ҫарӗсене 8 процент, ытти подразделенисене – 5 процент.
Тутарстанри сбор пунктӗнчен пӗрремӗш командӑсене октябрӗн 15-мӗшӗнчен ӑсатма палӑртнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев