Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтак тăван кил ăшшине туйтăр

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел ял çыннисем Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнă ентеш-салтаксем валли çывăрмалли михӗсем çӗлеççӗ, окоп çуртисем хатӗрлеççӗ.

– Мобилизаципе кайнă салтаксем валли çывăрмалли михӗсем çӗлесси хамăр ялти ăста çӗвӗçӗн Светлана Николаевна Ильинан (хăйне харпăр ӗçпе тивӗçтерекен. – Авт.) пуçарăвӗ. Мăшăрӗ Геннадий Ефремович сӗннӗ иккен ăна малтан. Килте канашланă хыççăн Светлана Николаевна Ватсапри ял ушкăнне «Клубра çӗлеетпӗр-и?» – тесе çырчӗ. Пире ку шухăш çав тери килӗшрӗ. Пусма-тавар туянма укçа пуçтарма тытăнтăмăр. Ял çыннисем çакăн пек пулăшасса шутламанччӗ. Пиншер, икшер, пилӗкшер пин тенкӗ куçаракансем те пулчӗç. Çурçӗрте, хуласенче ӗçлесе пурăнакан ял çыннисем те укçа нумай куçарчӗç. Пусма-таварне Светлана Николаевна йăлт хăй заказ парса кӳртерчӗ. Çывăрмалли михӗсене мӗнле çӗлемеллине ятарласа интернетра пăхнă вăл, – хăпартланса пӗлтерчӗ Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Вера Владимировна Лялякова.

Паллă ӗнтӗ, пӗр-икӗ çын тумалли ӗç мар ку. Сăваплă ӗçрен никам та пăрăнса юлман. Культура ӗçченӗсемпе (Культура çурчӗн ертӳçи Ирина Владимировна Дмитриева) пӗрле ял хӗрарăмӗсем те çӗвӗçе пулăшма тӳрех килӗшнӗ. Пӗрисем Культура çуртне кăнтăрла пухăнса пусма-тавара каснă. Теприсем каçхине алăпа çӗленӗ. Çурма хатӗр пайсене профессионаллă çӗвӗ машинипе çӗлемешкӗн Светлана Николаевна патне ял çамрăкӗсем машинăсемпе турттарса тăнă.

– Çывăрмалли 40 михӗ хатӗр пирӗн. Кашни михӗ валли уйрăм хутаç, пуçелӗк валли пӗчӗк минтер те çӗлерӗмӗр. Ай сарăмӗ енне малтан шерстепона пӗр хутлă туса пăхрăмăр, çӳхерех пек туйăнчӗ, вара икӗ хутлах тăвас терӗмӗр. Кашни михӗпе пӗрле алшăлли, нуски тата алла сӗрме крем та хутăмăр, – тăсăлчӗ малалла калаçу.

Çывăрмалли михӗсем çӗленӗ хушăрах окоп çуртисем те ăсталаççӗ йăвашкелсем, каллех пурте пӗрле. Хальлӗхе 70 штук çурта хатӗр те ӗнтӗ, пӗтӗмпе 100 штука çитересшӗн вӗсем. Çурта валли савăтне те, карасне те хăйсемех пухнă. Ялти утарçăсем: Степан Степченко – 7,5, Светлана Краснова – 5, Валерий Краснов – 3,8, Сергей Романовский – 3, Виктор Макаров – 2,5, Вера Долговăпа Галина Баландаева– 2-шер, Надежда Андреева, Надежда Поликарпова тата Евгения Макарова 1,2-шер килограмм таранах карас кӳнӗ. Дмитрий Дмитриев 5 килограмм парафин туянса панă. Галина Баландаевăпа Алексей Яманов вара караслă çуртасем илсе килнӗ.

Ку ӗçе ял çыннисемпе пӗрле çамрăк хӗрсемпе каччăсем те хутшăнаççӗ. Каччăсем банкăсене шаккаса тӳрлетме пулăшаççӗ пулсан, хӗрсем çурта çипписене хуçлатаççӗ. Аслисенчен пӗрисем караса ирӗлтереççӗ, теприсем савăтсене ярса тăраççӗ.

Ӗç вӗçленмен-ха йăвашкелсен, клуб пӗр кун та пушă тăмасть. Çарăмсан районӗ çитес вăхăтра черетлӗ гуманитари пулăшăвӗпе кайнă çӗре ӗлкӗртесшӗн. Çывăрмалли михӗсемпе çуртасемсӗр пуçне апат-çимӗç, куллен кирлӗ хатӗрсем те пухас шутлă. Сăмах май, ку ял салтаксем валли виçӗ хутчен гуманитари пулăшăвӗ пухса янă ӗнтӗ. Çывăрмалли михӗсем çӗлеме халăхран пухнă укçа пусма-тавар çине йăлтах кайман, юлнипе салтаксем валли моторлă пăчкăсем туянса яма йышăннă. Чăвашсем эпир йышпа пурăнакан халăх, ӗмӗртен пӗр-пӗрне пулăшнă. Телее, халӗ те манăçман-ха çак ырă йăла. Йăвашкелсем те акă йăлтах салтаксем валли, çӗнтерӗве çывхартма тăрăшаççӗ. Çакăн пек тӗрев пурри окопри салтаксене çав тери кирлӗ халӗ. Мӗншӗн тесен тăван кил, ял, çӗршыв ăшшинчен ытларах вăй-хал параканни тӗнчере урăх çук. (В.Лялякова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество