Салтаксем ыйтнипе çыру авторне шыраççӗ
Çак çыру фронтри салтаксене çав тери хумхантарнипе Юрков лейтенант çийӗнчех тав туса хуравланă та çырăва ачана хăйне памашкăн ветерансенчен парса янă. Шел те, ача ятне-шывне, адресне палăртман. Салтаксем ыйтнипе ветерансем халӗ çырăвăн авторне шыраççӗ.
Çӗпрел районӗнчи тата Ульяновск хулинчи çар ветеранӗсем Донбаса черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăнчӗç
Çӗпрел районӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов Ульяновскри ветеран-тусӗсемпе пӗрле (Ульяновск тăрăхӗнчи Çар ветеранӗсен канашӗн ертӳçи отставкăри подполковник Марс Саяпов. – Авт.) икӗ кун каялла кăна-ха Донбасран таврăнчӗ. Хальхинче те хамăр атьсем валли чи кирлӗ япаласем, çав шутра ăшă генераторӗсем, маскировка сеткисем, окоп çуртисем, апат-çимӗç, тумтир, куллен кирлӗ ытти япаласем тата УАЗ автомобиль леçнӗ вӗсем.
– Вӗренӳ центрне, уйрăм чаçсене çитсе салтаксемпе тӗл пултăмăр. Атьсен шухăш-кăмăлӗсем çӗкленӳллӗ. Пире лайăх кӗтсе илчӗç. Мӗн кирли веç пур вӗсен. Кӗрхи йӗпе çанталăк тата шăши нумаййи кансӗрлет, – терӗ Виктор Петрович Петухов çулçӳрев ăнăçлă иртнине пӗлтерсе.
Салтаксем валли гуманитари пулăшăвне хальхинче те Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи, Чăваш Ен, Ульяновск хулипе облаçӗнчи ырă çынсем пухса панă. Çӗпрел районӗнчи «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ыркăмăллăх ушкăнӗ (Чăваш Çӗпрел), тӗслӗхрен, салтаксене каска çинчен тăхăнмалли маскировка сеткисем çыхса парса янă. Район центрӗнчи православи храмӗн настоятелӗ Павел атте те пысăк парне – окоп çуртисем, пӗчӗк турăшсем – хатӗрленӗ.
– Павел атте панă турăшсемшӗн салтаксем çав тери савăнчӗç. Тӗлӗнмелле пулин те мăсăльмансем те: «Турă пурпӗр пӗрре, пире те парăр», – тесе ыйтсах илчӗç вӗсене, – каласа парать Виктор Петрович.
Гуманитари пулăшăвӗпе кайнă ветерансем салтаксемпе тӗлпулусем ирттерсе пӗчӗк концерт лартса та сăвăнтарнă иккен. Ульяновскран кайнă Ф.Горобцов адвокат, сăвăç гитара каласа юрланă, В.Петухов районти ветерансен саламне çитернӗ. Вăхăтӗнче хăйсем те вăрçă нушине курнăскерсем вӗсем салтаксемпе çапла салтакла калаçса кăмăлӗсене çӗкленӗ, малалла та вăй çитнӗ таран пулăшса тӗрев пама хатӗррине, кашни салтака килте çӗнтерӳпе, ырă-сывă таврăнасса çав тери кӗтнине пӗлтернӗ.
Сăмах май, республикăра, çӗршывра хамăр салтаксене пулăшакан ветерансем нумай. Ятарлă çар операцийӗ тытăннă пирвайхи кунсенченех гуманитари пулăшăвӗ пухса фронта хăйсемех леçеççӗ вӗсем. Кашни çак вăхăтра мӗн чухлӗ пулăшу панине шутласа пӗтерме те çук. Пурне те пӗр тӗллев пӗрлештерет – çӗнтерӗве çывхартасси, окопри салтака вăй çитнӗ таран пулăшасси.
Виктор Петухов каланă тăрăх, хальхинче интересли те пулнă.
Салтаксен вӗренӳ центрне çитсен гуманитари пулшăвӗ хушшинче питӗ интереслӗ пӗр çыру (сăнӳкерчӗкре) тухнă иккен. Шкул ачисенчен пӗри ăна хăйне евӗр илемлетсе салтак патне çырнă. Калăн, çырăвӗ вăрçă вучӗпе ӗннӗ унăн, хăй те сивӗ окопра пулнă. Сăмахӗсене чӗре витӗр кăларса салтака Çӗнтерӳ, ниме пăхмасăр сывă юлма сунать автор. Çак çыру фронтри салтаксене çав тери хумхантарнă иккен. Юрков лейтенант çийӗнчех çырăвӗ çинех хирӗç хурав çырса ачана хăйне памашкăн ветерансенчен парса янă. Шел те, ача ятне-шывне, адресне палăртман. Салтаксем ыйтнипе ветерансем халӗ çырăвăн авторне шыраççӗ. Çыру хальхи вăхăтра Виктор Петрович Петуховăн килӗнчи музейӗнче упранать. Енчен те çыру авторӗ хăй çырăвне палласа илсен, кун çинчен пире пӗлтерме ыйтатпăр. Эпир вара ветерансен канашӗпе çыхăнăпăр. (В.Петухов сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев