Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Салтаксем ыйтнипе Раккасси урамне çул сарнă

СВОна хутшăннă икӗ пӗртăван салтак йӗпе-сапа çанталăкра ялти урама кӗрсе тухма çуккипе тарăхса çитнипе район ертӳçинчен çул сарса пама ыйтнă.

Тӗрӗссипе, Ранис Камартдинов патне приема икӗ пӗртăванран пӗри, аманнă хыççăн отпуска таврăннă Максим кайнă-ха. Салтак мӗнле ыйтупа килнине тимлӗн итленӗ ертӳçӗ ăна пулăшма пулнă. Тӗрӗс те, сăмахне тытнă. Малтан хăй килсе пăхнă. Кун хыççăн вăхăт нумай та иртмен Раккассинче çул ӗçӗсем пуçланнă, тесе пӗлтерет район хаçачӗ.

Вырăнти халăх сăмахӗ тăрăх, ӗç вӗçленмен-ха хальлӗхе. Çулсăр ӗмӗр тарăхнă урам çыннисемшӗн кăна мар, ялшăн та пысăк савăнăç пулни каламасăрах паллă, мӗншӗн тесен тинех ун тăрăх хуть мӗнле çанталкăра та техника иртеет халь.

– Эпир ыйтнине тимлӗхсӗр хăварманшăн район пуçлăхне Ранис Камартдинова темӗн пысăкăш тав. Пирӗнни пек ӗмӗр выльăх тытакан çемьесемшӗн çул çав тери кирлӗччӗ, – тав тăвать Максим.

Эдуард СВОна тулли мар мобилизаципе 2022 çултах кайса Угледар енче неонацистсемпе кӗрешнӗ. Аманнисене эвакуациленӗ чух квадроциклӗ мина çинче сирпӗннипе йывăр аманнă вăл. Пӗр урине чӗркуççирен аяларах татнипе çартан кайма тивнӗ.

Максим вара Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме СВОна контракт çырса хăй ирӗкӗпе кайнă. Шел, черетлӗ çар заданийӗнчен таврăннă чухне ВСУ дронӗ асăрхаса ӗлкӗрнӗ.Çавăн чух алăран хытă аманнă та вăл. Медицина комиссийӗ иртмен-ха Максим, çавăнпа çартах юлӗ-и, çитес вăхăтра киле таврăнӗ-и – хальлӗхе паллă мар. Сăмах май, Эдуардпа танлаштарсан, çемье çавăрса ялтах тӗпленес шутлă вăл, çавăнпа çул ыйтăвӗ çав тери хумхантарнипе ертӳçӗ патне кайнă та. Çак икӗ пӗртăван пулман-тăк, ракассисен ку çула тата нумай кӗтмеллеччӗ тӗр-ха. (Сăнӳкерчӗк buinsk-tat.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #общество