Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Салтаксене пулăшас текенсем нумай

Пăвари студентсем ятарлă çар операцийӗ иртекен зонăна лайăхлатнă буржуйка-кăмакасем туса ăсататаççӗ

Вӗсене туса хатӗрлеме студентсем хăйсен ирӗкӗпе тытăннă. Çамрăксем буржуйкăна çăмăллатас тесе унăн конструкцине улшăнусем кӗртнӗ. Çав вăхăтра тимӗр кăмака хăрушсăрлăх нормисене те тивӗçтерет. 
Пăва студенчӗсен буржуйка-кăмакисем ыттисенчен пӗчӗкрех, яшсем тӗтӗм тухакан трубасен конструкцине те улăштарнă – тăшман дронсенчен пăрахакан гранатăсем вӗсем урлă çӗрпӳрт ăшне лекеймӗç. Паллах, кун пек пуçару район пуçлăхӗн тимлӗхне лекнӗ. Ранис Камартдинов производствăна хак парса çамрăксене мухтанă, вӗсене тӗслӗхе тăратнă. 
Ытти çӗрти пекех, районти активистсем окоп çуртисене туса хатӗрлессипе, нуски çыхассипе, нуçилккесем тăвассипе аппаланаççӗ. Çакнашкал производствăсенчен пӗрне районти Ветерансен канашӗ йӗркеленӗ. 
Пулăшу пухмалли пункта Аслă Фролово ялӗнче уçнă. 
«Ялав» хаçат сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев