Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Самар облаçӗнчен килнӗ хастар çамрăк

Унăн специальноçӗ тăван халăх культурипе пачах çыхăнман темелле, анчах каччă чунӗнчи чăвашлăх туйăмне сӳнме памасăр Лениногорскра та чăваш уявӗсене хутшăнать.

 Лениногорск хулинчи «Шурă хурăн» чăваш халăх ансамбльне çӳрекен Дмитрий Мясников питӗ пултаруллă çамрăк. Вăл Самар облаçӗнчи Шунтал районне кӗрекен Аксаку ялӗнче çуралса ӳснӗ. Халӗ вара Лениногорскри нефть техникумӗнче вӗренет. Унăн специальноçӗ тăван халăх культурипе пачах çыхăнман темелле, анчах каччă чунӗнчи чăвашлăх туйăмне сӳнме памасăр Лениногорскра та чăваш уявӗсене хутшăнать.

Сăмах май, кăçал Дмитрий Аксура иртнӗ Уява та пычӗ ансамбльпе пӗрле. Дима – 2-мӗш курс старости. Нумай пулмасть пиллӗкмӗш хут иртнӗ студентсен форумне те хутшăннă. Çавăн пекех Федерацин Атăлçи округӗнчи çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ – пирӗн пуянлăх» вӗрентӳ форумӗнче те пулнă.

Д.Мясников Лениногорск районӗнчи çамрăксен парламенчӗн ӗçне те хастар хутшăнать. Пултаруллăскер, пӗчӗкрен сăвăсем çырать, литература фестивалӗсене тăтăш хутшăнать. Вăл чăваш ташши ташлама пуçласан профессионалсем айккинче тăччăр. Концертсене те ăста ертсе пырать каччă.

Нумай пулмасть «Лениногорск çăлтăрӗ» пысăк конкурс иртрӗ. Виç çӗре яхăн юрлакан хушшинче призлă вырăн йышăнма пултарчӗ. Пултарулăхна малалла та аталантарса пыр, Дима!

Геннадий Садовников
Сăнӳкерчӗксем Д.Мясниковăн Вк-ри старницинчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев