Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăмăршă тăрăхӗнчи карантин пӗтнӗ

Чăваш Енӗн Шăмăршă муниципаллă округӗпе кӳршӗллӗ пурăнакан районсем тинех çăмăллăн сывласа яма пултараççӗ. Африка мурне хирӗç пуçланă карантин Шăмăршă тăрăхӗнче июлӗн 31-мӗшӗнчен пӗтни çинчен указа ЧР Пуçлăхӗ О.Николаев ӗнер алă пуснине хыпарлать www.cap.ru сайт.

Аса илтеретпӗр, кăçал июлӗн 10-мӗшӗнче Шăмăршă районӗнчи «Исток» агрофирмăн «Шемуршинское» сунар хуçалăхӗнче тытнă хир сыснине ветлабораторире тӗрӗсленӗ те вăл Африка мурӗпе чирлени палăрнă. ЧР Пуçлăхӗ О.Николаев кун хыççăн муниципаллă округа карантина хупма хушу кăларнă. Унпа килӗшӳллӗн, блок-постсем тăратнă, чирлӗ хир сыснине тытнă вырăнта чире хирӗç кӗрешекен ятарлă отряд ӗçленӗ. Юлашки эрнесенче чирлӗ хир сыснисем урăх пӗрре те палăрманнипе июлӗн 31-мӗшӗнчен карантин пӗтнине пӗлтернӗ. Сăнӳкерчӗк minpriroda.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество