Шăматкун Пойкино ялне каяр, «Гырон быдтонта» савăнар
Июнӗн 27-мӗшӗнче Маматăш районӗнчи Пойкино ялӗнче «Гырон быдтон» Удмурт наци культурин уявӗ иртет
Кун çинчен паян «Татар-информ» информаци агентствинче ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Дамир Натфуллин, ТР Удмурт наци культура автономийӗн ӗç тăвакан директорӗ Мария Туктамышева, Маматăш районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Степан Спиридонов тата уяв режиссерӗ Павел Александров каласа пачӗç.
Маматăш районӗ нумай нациллӗ район. Кунта тутарсем, марисемпе крешӗнсем, удмуртсем пӗр-пӗрин культрине ăнланса хисеплесе, килӗштерсе пурăнаççӗ. Удмуртсем районта пӗтӗм халăхăн икӗ проценчӗ – виçӗ ял, нумайăн мар. Ахальтен-и: «Уяв прологне марисем те, крешӗнсемпе тутарсем те хутшăнаççӗ. Вӗсем пурте удмуртла лайăх пӗлеççӗ, ăнланмаççӗ тесе вăрттăн сăмах удмуртла калаймăн», – тесе кулать уяв режиссерӗ, удмуртсен паллă юрăçи Павел Александров.
Халăх, ытти кӳршисем пекех, христиан тӗнне йышăниччен çутçанталăк туррисене шанса пурăннă. Тӗнпе çыхăннă халапсем, чăн-чăн мифсем те сахал мар çуралнă. Пойкино таврашӗнчи çӳллӗ сăрта, тен, кӗлӗ вуласа пуççапма çӳремен-ши тесе шутлакансем те пур иккен. Айлăмарах юхакан Юкачи çырмине пӗвелемессерен çурхи шывсем татса яраççӗ, анчах çынсем парăнмаççӗ, тата пӗвелеççӗ. Кăçал та (уяв тӗлне тата) пӗвеленӗ. Нихăçан пулманнине унта хăнтăра асăрханă. Çынран ютшăнакан тискер кайăк пролог репетицине хытса кайса пăхса тăнине каласа пачӗç унта пулнисем. Маматăшсем пӗвене хăнтăр иленнине лайăха теççӗ, уява йӗркеллӗ ирттрме Турă паллă парать тенӗ пек ăнланаççӗ. Те хăнтăра пит килӗштернипе, те ял çывăхӗнче шывсем чылай пулнипе – çветтуй шыв тапса тăракан çăлкуç та ку тӗлтен пит инçе мар – кăçалхи «Гырон Быдтон» уявăн «Ваньмыз ву бордын» (Йăлт шывран) хушма ячӗ тупăннинчен те тӗлӗнмӗпӗр.
Паллах, ăçта шыв – унта шыври. Халапсенчи нумай сăнарпа паллашма тӳр килӗ çитес шăматкун. Çурхи ӗçсем вӗçленнӗшӗн савăнса тулли кăмăлпа пӗçернӗ виçӗ тӗрлӗ пăттине те тутанса пăхăпăр.
Ижевскран яланхи пекех «Гырон быдтона» «Айкай» Удмурт патшалăх юрăпа ташă фольклор театрӗ килӗ. Çавăн пекех паллă эстрада юрăçисем те пулӗç уявра, Тутарстанран 20 илемлӗ пултарулăх ансамблӗ пырӗ Пойкинăна. Çитес шăматкунтан удмурт халăх культрине тата лайăхрах пӗлме пуçлăпăр.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев