Кунсем сулхăн тăнă хыççăн Тутарстанра ăшăтать, карчăк ăшши пуçланать тесе пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ. Ăна шанас пулсан, çанталăк паянтан, шăматкунран, ăшăтмалла.
Сывлăш температури çӗрле -+11 - +16 , кăнтăрла +19 – +24 градуса çитмелле. Вырсарникун тата тепӗр эрне пуçламăшӗнче çумăр пулмалла мар. ТР Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, кăçал сентябрь уйăхӗнче сывлăш температури вăтамран +11 градуспа танлашать, нормăран ку 1 градус ытларах.
Нет комментариев