Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сăмах – ӗçлекен çамрăксене

Июнӗн 24-мӗшӗнче Хусанти «Ливадия-Татарстан» санаторире çамрӑксен профсоюз активӗн «Ӗçлекен çамрӑксем тата обществăлла пуçарусем» III Республика форумӗ иртет

 

 Унăн ӗçне «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн Секретарӗ, Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăнать.

Форумăн ӗç программи анлă. Кашпо, брелоксем ӳкерсе илемлетессипе, оригамине хăнăхтарассипе, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне пама вӗрентессипе, чей хутӑштарас ӑсталӑхпа паллаштарассипе, плакатсем ӳкерме вӗрентессипе мастер-классем ирттерме палăртнă.

Çамрăксене профсоюз историйӗпе, хальхи вăхăтри аталанăвӗпе, çӗнӗлӗхӗсемпе çыхăннă викторина ыйтăвӗсем те интереслӗ пулӗç.

Вӗрентӳ секцийӗсенче команда пуçтарма, экологи пуçарӑвӗсемпе тухма, çамрӑксене право тӗлӗшӗнчен хӳтӗлеме, ипотека программисене ăнлантарса тата предприятисем информаци енчен уçӑ пулмалли пирки пӗлӳ параççӗ.

Тутарстан Республикинчи «Единая Россия» партин обществăлла пулӑшӑвӗн штабӗпе «Урбан Медиа» интернет-СМИ пӗрле килӗштерсе ӗçлеме калаçса татăлаççӗ.

Пленарлӑ ларусенче сăмах ӗçлекен çамрăксене професси компетенцийӗсене алла илме пулăшасси çинчен, ку тӗлӗшӗпе наставниксен мӗнле пулмаллине сӳтсе яваççӗ, ӗçлекен çамрăксен ТР экономикинчи стратегилле пӗлтерӗшӗ çинчен те канашлаççӗ.

Форума ТР «Единая Россия» партин обществăлла пулӑшӑвӗн штабӗпе, «Знание» Раççейри общество тӗрев панипе ТР Профсоюзсен федерацийӗ йӗркеленӗ. Унта тутарстанри пысăк предприятисенче ӗçлекен çамрăксем хутшăнаççӗ. Пӗлтӗр республикăри 37 организацирен 200 çамрăк специалист хутшăннă. Кăçал ««Ливадия-Татарстан» санаторие 400  яхăн çамрăк ӗçчен пуçтарăнать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум