Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Самокат» чăвашла кино пулать

Шупашкарта ачасем валли чăвашла илемлӗ фильм ӳкерме тытăннине хыпарлаççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем.  Кино «Самокат» ятлă. Тӗп герой – 10-ри хула ачи. Вăл самокатне çухатать. Ачан юратнă транспортне шырама мӗнпур тăванӗ тухать. Кинори ӗç-пуç çав самокат тавра çаврăнать те.

Кӗске метражлă фильмăн продюссерӗ Наталья Ахмед. Режиссерӗ тата сценарисчӗ Мускавра ӗçлесе пурăнакан Чăваш Ен çынни Игорь Гаврилов. Чăн та, хăй вăл чăвашла калаçма та, çырма та пӗлмест. Сценарие чăвашла Раççей тава тивӗçлӗ артисчӗ тата Чăваш Ен халăх артисчӗ Василий Павлов куçарнă. Игорь Гаврилов каланă тăрăх, фильма вӗсем сценарие куçарассинчен пуçласа артистсене суйласа илесси таран çулталăк ӗçлеççӗ ӗнтӗ. «Самокат» фильма Шупашкарта çăвӗпех ӳкерсе кӗркунне шкулсенче кăтартма хатӗрленеççӗ.

Фильмăн тӗп тӗллевӗ – хула ачисене наци культурипе паллаштарасси, калаçу шайӗнче пулсан та чăваш чӗлхипе калаçма вӗрентесси. Фильмра Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗ çумӗнчи «Çеçпӗл» студие çӳрекен ачасем ӳкерӗнеççӗ. Вӗсенчен пӗри кăна ( вăл 4-ра кăна-ха) чăвашла лайăх  калаçма пӗлет иккен. Çапах ытти çамрăк артистсем фильмра ӳкерӗнес тесе пикенсех чăвашла вӗренме тытăннă. Ачасем валли тăван чӗлхепе ӳкернӗ киносем сахал пирӗн. Çавăнпа Шупашкарсене «Самокат» фильм ӳкерме тытăннăшăн мухтамалла кăна. Фильма пирӗн те курасчӗ-ха. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России