Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне пула тирпейлеве сӳтсе явасси сайта куҫать

Программа регламенчӗпе килӗшӳллӗн, эпир ҫак плансене халех ӗҫе яма тата картишсенче ӗҫлеме пуҫлама пултаратпӑр. Анчах та пирӗн ҫакна пӗлмелле: ҫынсем йышӑннӑ схемӑсене хирӗҫлемеҫҫӗ-и?

Тутарстанра "Пирӗн двор" президент программипе картишсене тирпей-илем кӗртмелли проектсене онлайн сӳтсе явасси пуҫланчӗ. Малтанхи плансене dvor.tatar сайтра пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнетнӗ сайт ҫынсене ҫыхӑну йӗркелеме тата хӑйсен кил-ҫуртне тирпей-илем кӗртесси ҫинчен каласа пама май парать.

Самоозоляци режимӗн условийӗсенче пурӑнакансен сӗнӗвӗсене dvor.tatar, программӑн порталӗнче онлайн йышӑнӗҫ, ҫавӑн пекех "Пирӗн двор" программӑн пӗрлехи номерӗ тӑрӑх та: 8 (800) 27-5-2020.
Халӗ сайтра Хусанти Ҫырчаллинчи Анат Камӑри тата Элметри кил-ҫуртсен схемисене пичетлесе кӑларнӑ. Апрелӗн 10-мӗшӗнче программа порталӗнче республикӑри мӗнпур муниципаллӑ районсен картиш территорийӗсен 341 проектне туса пӗтерӗҫ. Районсенче пурӑнакан кашни ҫыннӑн проектировщиксен ӗҫ кӑтартӑвӗсене курма тата проектлама май пултӑр тесе план-схемӑсене сайтра пичетлесе кӑлараҫҫӗ.
Тутарстан Республикин Президенчӗн пулӑшаканӗ Наталия Фишман-Бекмамбетова ҫынсемпе килӗшсе татӑлмалли процесӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ.
"Эпир килсен аслисемпе веҫех сӳтсе яврӑмӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ схемӑсене ҫирӗплетекен уполномоченнӑйсем. Программа регламенчӗпе килӗшӳллӗн, эпир ҫак плансене халех ӗҫе яма тата картишсенче ӗҫлеме пуҫлама пултаратпӑр. Анчах та пирӗн ҫакна пӗлмелле: ҫынсем йышӑннӑ схемӑсене хирӗҫлемеҫҫӗ-и? Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов сӑмахӗ ҫирӗп. Проектлама пуҫласанах вӑл ҫынсен шухӑшӗсемсӗр нимӗн те тума юраманнине палӑртнӑ.
Санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула пирӗн тӗлпулусен тепӗр тапхӑрне ирттерме май ҫук.
Ҫавӑнпа та эпир схемӑсене ҫынсем валли уҫатпӑр, вӗсем сайт урлӑ тата ятарлӑ хӗрӳ лини урлӑ ҫыхӑнса сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ.
Ҫуртсенче пурӑнакансенчен комментарисене плана вырнаҫтарнӑранпа виҫӗ кун хушши кӗтеҫҫӗ – апрелӗн 12-мӗшӗччен.
Тутарстанӑн ҫурт-йӗрне тирпей-илем кӗртмелли анлӑ программӑна 2019 ҫулта Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пуҫарнӑ. "Пирӗн двор" программа тӗллевӗсен шутӗнче: ҫулсене юсасси, тротуарсене юсасси, урамри ҫутта юсасси, саксемпе урнӑсем лартасси, ача-пӑча площадкисене хӑйӑрпа грави хутӑшӗ сарасси, ҫавӑн пекех ҫӳпӗ-ҫапӑ пуҫтармалли контейнерсен площадкисем вырнаҫтарассине йӗркелесси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев