Санкт-Петербург чăвашӗсем Максим Кузнецовăн кӗнекипе паллашрӗç
Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче Максим Кузнецовăн «Эпӗ чăвашла калаçатăп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. Вăл Хусанти Тутар кӗнеке издательствинче тухнă. Максим Кузнецов – Раççей Наукăсен академийӗн Хусанти наука центрӗн наука ӗçченӗ, çамрăк ăсчах-лингвист, полиглот, хастар чӗлхеçӗ, куçаруçă, журналист тата поэт. Маларах унăн «Русские черты в вепсском синтаксисе» (2018), «Коренные народы Ленинградской области и их современные праздники» (2021), «Татарский язык с нуля: самоучитель для начинающих» (2022), «Elo» (вепс чӗлхипе çырнă сăвăсен пуххи, 2023) кӗнекисем тухнă.
Чăваш чӗлхине хăй тӗллӗн вӗренме пулăшакан кӗнеке Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упрас тата аталантарас енӗпе ӗçлекен комисси (председателӗ Марат Ахметов) тӗрев панипе тухнă.
Чăвашла кӗнеке кăларас шухăш Максимăн Валериан Гавриловпа тӗл пулсан, вăл ăна Никита Бичурин çинчен каласа парсан çуралнă. Чăваш чӗлхине Максим 2023 çулхи апрель уйăхӗнче кăна вӗренме пуçланă-ха. Икӗ уйăхра çамрăк чӗлхеçӗ вӗренӳ кӗнекисемпе, ытти çăлкуçсемпе усă курса чăваш чӗлхин грамматикине алла илнӗ. Июнь уйăхӗнче чăваш чӗлхипе самоучитель çырма пуçланă та 2024 çулхи апрельте вӗçленӗ Максим. Çак тапхăрта чăваш чӗлхине ют чӗлхе пек вӗренме май паракан пысăк ӗç тунă вăл. М.Кузнецовăн ӗçӗ пысăк калăпăшлă пулнăран унăн пӗрремӗш пайне кăна пичетлесе кăларма шутланă: унта чăваш чӗлхине ăнланма, кӗске текстсене вулама тата çырма вӗренмелли йăлтах пур.
Чăваш чӗлхине вӗренме пулăшнăшăн, кирлӗ канашсем панăшăн Максим «Хавал» пуçару ушкăнӗн координаторне, чăваш тата ют чӗлхесен преподавательне Александр Блинова, Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институчӗн доцентне Эдуард Фомина (вăл рецензент та пулнă), Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн тӗп наука сотрудникне Эдуард Лебедева, çавăн пекех кӗнекен рецензентне – И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш филологийӗпе культура кафедрин профессорне Галина Семеновăна, кӗнекен наука редакторне – филологи тата техника наукисен кандидатне Павел Желтова, Тутар кӗнеке издательствинчи редактора Энже Хуснутдиновăна тав тăвать.
Энже Хуснутдинова, тӗслӗхрен, малтан чăвашла пачах та пӗлменскер, кӗнекепе ӗçлеме пуçласан чăвашла ăнланма пуçланă, чăваш кӗнекине кăларас ӗçе питӗ пысăк хавхаланупа пурнăçланă.
Хăтлавра экономика наукисен кандидачӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Санкт-Петербургри П.Ф.Лесгафт ячӗллӗ Патшалăх наци университечӗн доценчӗ Валериан Гаврилов, чăвашсен ентешлӗхӗ çумӗнчи Хӗрарăмсен канашӗн ертӳçи Анастасия Степанова, «Ахаяс» чăваш ташă ансамблӗн ертӳçи Пелагея Терентьева, «Ший Корно» Мари наципе культура автономийӗн председателӗ Лариса Арламова сăмах каларӗç.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев