Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургра çӗршыври чăваш çамрăкӗсем пухăнса çавра сӗтел ирттернӗ

Тутарстанран унта Юлия Еремеева тата Çырчаллинчи чăваш çамрăкӗсем хутшăнчӗç.

Санкт-Петербургри «Квадрат» Çамрăксен çуртӗнче июнӗн 8-мӗшӗнче «Молодежь и национальность: вчера, сегодня и завтра» регионсен хушшинчи çавра сӗтел иртрӗ. Мероприятие Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ тата Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентстви тӗрев панипе Санкт-Петербург хулинчи ЧНКА çумӗнчи Çамрăксен пӗрлешӗвӗ ирттерчӗ. 


Çавра сӗтеле Раççей Федерацийӗн регионӗсенче пурăнакан хастар çамрăксем (17 çын), Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçӗнчен (8-ăн), ытти халăхсен наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем (5-ӗн) хутшăнчӗç. Çавăн пекех мероприятие онлайн-форматпа та çӗр ытла çын хутшăнчӗ.
Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ, Раççей Геройӗ Николай Гаврилов çавра сӗтел ӗçне видеопа çыхăнăва тухса уçрӗ. Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентствин ертӳçин И. В. Бариновăн саламне вуласа пачӗ. Çавăн пекех çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе çитнӗ çамрăксене Ленинград облаçӗн Туслăх Çурчӗн директорӗн çумӗ Елена Ермолина, Санкт-Петербургри Национальноçсен Çурчӗн уйрăм пуçлăхӗ Елена Панова тата Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн Регионсен хушшинчи чăваш çамрăкӗсен форумӗн Координаци центрӗн ертӳçи Юлия Еремеева саламларӗç. 


Çавра сӗтелӗн модераторӗ Санкт-Петербургри Çамрăксен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Мария Новикова пулчӗ. Ӗçе вара асăннă организацин ертӳçи Николай Гаврилов йӗркелесе пычӗ. Николай Валерианович çамрăксене пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса федераллă автономи шайӗнче пӗрле ӗçлессине йӗркелеме сӗнчӗ. Чăн та, докладпа тухса калаçакансем кашниех мӗнле-тӗр сӗнӳ пачӗ. Светлана Симцова (Самара облаçӗ), Владимир Трифонов (Чăваш Ен), Юлия Еремеева (Тутарстан), Никита Чувайкин (Иркутск облаçӗ), Константин Петров (Пушкăртстан), Рузанна Авагян (Санкт-Петербургри Эрмен çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ), Мирзоназарзода Мухаммадраджаби Лутфулло (Санкт-Петербургри Таджик çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ), Зарина Дзампаева (осетинсен ентешлӗхӗ) тата Диляра Юсупова (Тутар çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ) паха сӗнӳсем пачӗç. 


Докладсене сӳтсе явнă хыççăн çавра сӗтеле хутшăннисем пӗр саслăн резолюци йышăнчӗç. Ăна вӗсем Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн тата Национальноçсен ӗçӗсен федераллă агентствин ертӳçисене ярса пама йышăнчӗç. 


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев