Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкцисем усса пулччăр

Хусан çывăхӗнчи завод компьютерсем кăларассине пӗр миллион штук таранччен ӳстерме хатӗр. Патшалăх заказӗ пулсан, Лайăш районӗнче вырнаçнă «ICL Техно» завод туса кăларакан моноблоксемпе ноутбуксен шутне 1 миллион штук таран ӳстерме хатӗр. Çакăн çинчен «ICL – КПО ВС» компанин директорӗсен канашӗн председателӗ Виктор Дьячков Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов хутшăннă канашлура пӗлтернӗ.

Дьячков республика ертӳçине пичетленекен платосен завочӗн никӗсӗнче çӳллӗ технологиллӗ техника туса кăларассине сармалли презентаципе паллаштарнă. «Пирӗн çулталăкне 1 миллион издели кăларасси патне ăнтăлмалла. Анчах та пире интерессене ӗçе кӗртеекен, федераллă правительстворан заказзсем илеекен вăйлă инвестор кирлӗ», - тенӗ Дьячков. Унăн сăмахӗсем тăрăх, предприяти оргтехника туса кăларассине хăй вăйӗсемпе те сарма хатӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев