Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шăпчăк урăх юрламасть

Чăваш халăхӗ хăйӗн сумлă хӗрӗсенчен пӗринпе, «Пӗртăван Малинасем» ушкăн солисткипе Ирина Угасловапа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗ.

ШĂПЧĂК УРĂХ ЮРЛАМАСТЬ...
Ку эрнере, октябрӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Ирина Евсеевна Угасловапа унăн çемйи, çывăх тăванӗсемпе юлташӗсем ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӗç. Хурлăхлă хыпара октябрӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерчӗç. Ирина Угаслован пурнăçӗ шăматкун, кăнтăрла тӗлне татăлнă.

Ирина Евсеевна Тӑван культурăпа йăла-йӗркене, чӗлхене упраса хăварассипе аталантарассине вăл пысăк тӳпе кӗртнӗ. Мăшăрӗпе Николай Угасловпа («Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ЧНК вице-президенчӗ) пӗрле обществăлла ӗçсене хастар хутшăнатчӗ, «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑна ертсе пыратчӗ. Анчах тӗп вырăнта уншăн çемье — мăшăрӗ, икӗ ывăлӗпе хӗрӗ тата мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗччӗ. Юрласси вара чун уçиччӗ уншăн. 

«Пӗртăван Малинасене» Чăваш Енре çеç мар Тутарстанра, Ульяновск, Самара, Пенза, Оренбург, Тюмень облаçӗнче, Пушкăртстанра тата ытти регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсем аван пӗлетчӗç. ЧР Культура министерствин, Чăваш наци конгресӗн делегацийӗсен шутӗнче тăван культурăпа çыхăннă мероприятисене хутшăнса илем кӳретчӗç. Шăпчăк саслăскерсене халăх юрататчӗ, халӗ те юратать. Анчах Ирина Евсеевна урăх юрламасть...

Октябрӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Республика клиника больници моргӗн уйрăлу центрӗнче панихида иртрӗ. Унта çемйипе çывăх тăванӗсемсӗр пуçне ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Л. И. Черкесов, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ А. В. Шадриков, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ М. Р. Гафаров, тӗрлӗ ведомствосемпе организацисен, обществăлла пӗрлӗхсен представителӗсем, писательсемпе поэтсем, хула çыннисем хутшăнчӗç. Н. Ф. Угасловăн тăван Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчен пысăк делегаципе килнӗччӗ. Ирина Евсеевнăна асăнса нумайăшӗ самай ырă сăмах каларӗç. Эпир те Угасловсен çемйипе, тăванӗсемпе пӗле тарăннăн хурланнине пӗлтеретпӗр. Йывăр çухатăва тӳссе ирттерме Турă тӳсӗмлӗх патăр...

И. Е. Угаслована хула çывăхӗнчи Яуши масарӗнче пытарчӗç. Унăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн чӗресенче упранӗ. Лăпкă çывăрăр, Ирина Евсеевна.
Редакци ӗçченӗсем, ЧНКА Ӗçтăвком пайташӗсем. 
Сăнӳкерчӗк ЧНК «Одноклассникинчи» страницинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши