Сăра вӗретекен чи пысăк компани Чăваш Енре хăмла ӳстерес шутлă
ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев нумай пулмасть «Грани» хаçата панă интервьюра республикăн хăмла отраслӗпе «Балтика» компани интересленнине пӗлтернӗ.
Совет самани вăхăтӗнче çӗршывра Чăваш Ен чухлӗ ниçта та хăмла ӳстермен, вăл ку енӗпе халӗ те лидер-ха, лаптăкӗ кăна ун чухнехи чухлех мар. Симӗс ылтăн паянхи кун кунта 120 гектар лаптăк йышăнать. Кăçал республика пӗтӗмпе 192 тонна хăмла пухса илнӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 14,9 (пӗлтӗр –16,3) центнерпа танлашнă.
1990 çулсенче таçтан муртан йăтăнса аннă перестройка тăрук чăваш хăмлин пахалăхне «чакарса» ют çӗршывран кӳни кăна сăра вӗретме юрăхлă туса хуман пулсан, отрасль унчченхи пекех, тен, лайăхрах та аталаннă пулӗччӗ. Халӗ акă импорта хамăрăннипе йăлтах ылмаштарас тесен хăмла лаптăкне 5,7 пин гектара çитермелле иккен, кун валли вара питӗ нумай укçа кирлӗ. ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев нумай пулмасть кăна-ха хăмла отрасльне аталантарма 7 миллиард тенкӗ кирлине асăннăччӗ. Çак кунсенче «Грани» хаçата панă интервьюра вăл лайăх хыпар пӗлтернӗ, çӗршыври сăра вӗретекен чи пысăк «Балтика» комани Чăваш Енпе пӗрле хăмла ӳстерес шутлă иккен. Тен, инвестор килсен Чăваш Енӗн хăмла отраслӗ чăнах та алă çавăрса ярӗ? Симӗс ылтăна ӳстерес ăсталăх та, опыт та çителӗклӗ вӗт чăвашсен. Чăваш хăмлин пахалăхӗ те иккӗленӳллӗ мар, Етӗрне районӗнчи «Русхмель» компани, тӗслӗхрен, хăйсен хăмлине Раççейре кăна мар, ют çӗршывсем те туянас кăмăллине вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсенче асăннăччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев