Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сасăлаççӗ – апла шанаççӗ

Суйлавçăсем хастар хутшăнни власть легитимлă пулнине кăтартакан паллă

Суйлавçăсем хастар хутшăнни власть легитимлă пулнине кăтартакан паллă

Социолог, Стратегилле планлассин центрӗн генеральнăй директорӗ Виктор Потуремский паян Хусан журналисчӗсемпе видеоçыхăнăва тухрӗ. Тӗпрен илсен общество суйлава мӗнле йышăнни пирки каласа пачӗ вăл. Ăçта суйлавçăсем активлă пулнине, ăçта суйлав участокне васкаманнисене те тӗллӗ-тӗллӗн асăнчӗ.

Тӗслӗхрен, Курск облаçӗнче халь нихăçанхинчен йышлă сасăлакансем. Регионти кăткăс лару-тăрăва пула çапла тесе шутлать В.Потуремский. Ку пӗр енчен çынсем влаçа кӗрекенсенчен çирӗп ыйтнине пӗлтерет, тепӗр енчен – унта пулса иртекен трагедире влаçри çынсем çухалса кайманнипе, çынсен шанчăкне тӳрре кăларма тăрăшнипе çыхăннă тесе шутлать социолог.

Пӗтӗмӗшле илсе социологсен, политологсен прогнозӗ тӳрре тухнă теме пулать. Тутарстанра, яланхи пекех суйлавçăсем хастар хутшăнаççӗ. Хабаровскра кӗпӗрнаттăра суйлаççӗ, унта кунӗпе те 30 процент суйлавçă сасăланă тесе пӗлтерчӗ социолог. Анчах кун пирки тӗлӗнме те, шикленме те кирлӗ мар тет вăл. Мӗншӗн тесен унта нихăçан та суйлавçăсем хастарлăх кăтартман.

Ăшă, тӳлек çанталăка пула хула çыннисем дачăсене, ялсене кайса пӗтнипе сасăлакансем сахал тени те уншăн йыш чакнин аргуменчӗ мар. Мӗншӗн тесен халь килтен тухмасăр та сасăлама пулать, «тăван» суйлав участокӗнчен темӗнле инçетре пулни те чăрмантармӗ, Госуслуги портал ӗçлет-çке.

Суйлавçăсем хастар хутшăнни власть легитимлă пулнине кăтартакан паллă тесе çирӗплетет Виктор Потуремский. Ун шучӗпе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене, унта контрактпа каякансене власть мӗнлерех ăхни, пулăшни сасăлав çине витӗм кӳрет.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Выборы2024