Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сăвăр-байбак аташса кайса хулана çакланнă

Азнакай районӗнче сăвăр-байбака хула тыткăнӗнчен хăтарнă. Чӗрчун хула шавӗпе хăрушлăхӗнчен тарса пӗр банкăн территорине пырса кӗнӗ, çакна çынсем асăрхаса кирлӗ çӗре пӗлтернӗ.

Азнакай районӗнче сăвăр-байбака хула тыткăнӗнчен хăтарнă. Ку ырă ӗçе Биоресурссемпе ТР Патшалăх комитечӗн сотрудникӗсем тунă. Сăвăр-байбак хулара инкеке лекнине çынсем асăрхаса комитета шăнкăравласа пӗлтернӗ. Чӗрчун хула шавӗпе хăрушлăхӗнчен тарса пӗр банкăн территорине пырса кӗнӗ, çакăнта хăйне хӳтлӗхре туйса-ши пытаннă вырăнтан тухма васкаман. Ăна ятарлă сачокпа тытса сăвăршăн тăван кил пулса тăракан çӗре — хире кăларса янă. «Чатыр-Тау» заказник патӗнче ăна сăвăрсен пысăк колонийӗ кӗтсе илнӗ.

Çапла телейлӗ вӗçленнӗ тăван килӗнчен аташса кайнă сăвăр-байбакăн тӗнче курса çӳресси, пӗлтерет Биорессурсемпе ТР Патшалăх комитечӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Природные ресурсы