Сăвăссенчен сыхланăр
Сывлăш температури +16 градусран пуçласа +20 таран тăнипе сăвăссен активлăхӗн иккӗмӗш хумӗ çурла уйăхӗн вӗçӗнчен пуçланать те юпа уйăхӗччен тăсăлать. Шăпах çак вăхăтра тухтăрсем патне сăвăс ларнипе килекенсен ӳснине пӗлтерет Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийĕ. Кăна кăмпа сезонӗ пуçланнипе те çыхăнтараççӗ.
Сезон пуçланнăранпа медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнипе республикăра пурăнакан 9213 çын пынă, вӗсенчен 2269-шӗ – ачасем. Хусанта – 3406, Çырчаллинче – 873, Анат Камăра 588 тӗслӗх регистрациленӗ.
Ведомство профилактика мерисене пăхăнмалли çинчен аса илтерет: вăрмана кайнă чух ӳте лайăх хуплакан çутă тум, урана çӳллӗ кунчаллă атă тăхăнмалла, уçă ӳте ятарлă хатӗрсемпе – репеллентсемпе – сӗрмелле. Киле таврăнсан тума улăштармалла, вăрмана тăхăнса кайнисене лайăх шаккамалла. Çи-пуçа сăвăс ларнинчен тĕрĕслемелле.
Ӳт çине ларнă сăвăса тупсан ăна май пур таран хăвăртрах кăлармалла. Сăвăса кăлармалли чи меллӗ хатӗр вăл – хыпчăк (пинцет), вăл çук пулсан çип те юрать. Сăвăса ӳт çывăхӗнченех тытса е çыхса 360 градус чухлех хăй тавра çавăрмалла та çӳлелле çӗклесе кăлармалла. Мӗн чухлӗ хăвăртрах сăвăса кăларатăр, çавăн чухлӗ сахалтарах инфекци юна лекет. Вăл ларнă вырăна йодпа е спиртпа дезинфекцилемеллине, сăвăса банкăна хупса лабораторие тӗрӗслеме памаллине асăрхаттараççӗ тухтăрсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев