Саврăшпуç шкулӗнче вӗренекен Егорпа Матвей салтаксемшӗн нимӗн те шеллемеççӗ
Нумай пулмасть Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи волонтерсем ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем валли ăшă япаласем пуçтарма пуçланă. Ара, урамра хӗлле вӗт, сивӗ. Хӳтӗлевçӗсен улăштарса тăхăнмалли килти пек ялан çук.
Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова каланă тăрăх, ачасем ун патне час-час çӳреççӗ. Хальхинче те кӗçӗн классенче вӗренекенсем килсе кӗнӗ-кӗмен: «Мӗнпе пулăшмалла?» – тенӗ. Татьяна Владимировна волонтерсем салтаксем валли ăшă тум, носки-перчетке тавраш пухма тытăнни пирки пӗлтернӗ, ăшă япаласем вӗсене питӗ те кирли пирки ăнлантарнă.
Ачасемпе библиотекарь хушшинчи калаçу вӗçленнӗренпе вунă минут иртнӗ-и, çук-и – Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулта вӗренекен Егор Якимов ăшă, паха носкисем йăтса та килнӗ салтаксем валли.

– Тав тума тесе амăшне шăнкăравласан Людмила Александровна пире акă мӗн каласа пачӗ: «Егор киле килсе кӗчӗ те тӳрех: «Анне, мана ăшă носкисем пар! Салтаксене сивӗ. Хăвăнне паратăн-и, аттенне-и – анчах пар!» – тенӗ иккен. Амăшӗн хӗрӳ чӗреллӗ ывăлӗ мӗн ыйтнине тупса парасси çеç юлнă. Ара, пӗтӗм чун хавалӗпе пулăшас текен ачана мӗнле хирӗçлӗн-ха? Ашшӗ валли тесе илнӗ ăшă носкисене панă амăшӗ Егора. Ырă чӗреллӗ ача вӗсене çийӗнчех волонтерсен пунктне кӳрсе те пачӗ, – каласа парать Татьяна Владимировна.

Саврăшпуç шкулӗнче вӗренекен тепӗр ача Матвей Кондратьев та салтаксене пулăшас тӗлӗшпе чун-чӗрипе çунса тăрать. Вăл та маскировка костюмӗ, икӗ комплект термобелье, скотч илсе килнӗ. Хăй Егортан малтан ӗлкӗрейменшӗн куляннă та иккен.
Эппин, çакăн пек ырă та хӗрӳ чӗреллӗ ачасем ӳсеççӗ пулсан малашне те аптрамăпăр-ха. Егорпа Матвей пуриншӗн те тӗслӗх.
Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев