Саврăшпуçӗнче волонтерсен ӗçӗ вӗресе тăрать
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа пур çӗрте те ял, хула халăхӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене май пур таран пулăшма тăрăшать: маскировка сеткисем çыхаççӗ, кӗпе-йӗм, хӳтӗлев плащӗсем, çывăрмалли михӗсем çӗлеççӗ, укçа пуçтарса салтаксене мӗн кирлине туянаççӗ, яшка пӗçермелли заготовкăсем, ытти апат хатӗрлеççӗ... Волонтерсем тăвакан ӗçсен шучӗ çук. Пурин те пӗр шухăш: хӳтӗлевçӗсем тăван халăхăн, килтисен ăшшине, пулăшăвне туйччăр, вӗсене килте чăтăмсăррăн кӗтнине пӗр самантлăха та ан манччăр.
Акцисем пулăшнипе
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче те ентеш-салтаксене пулăшас ӗç СВО пуçлансанах тытăннă. 2022 çултах маскировка сетки çыхакансен ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Ку ӗçе Любовьпа Николай Львовсем пуçарса янă, хăйсемех сеть çыхмалли каркас та ăсталанă. Çамрăк хӗрарăмсем вырăнти Культура çуртне пуçтарăнса сетка хыççăн сетка çыхма тытăннă. Паянхи кун тӗлне Саврăшпуç волонтерӗсем сетка çыхассипе районӗпе илсен чи малта – 105 штук ăсатнă хӳтӗлевçӗсем патне. Чи пысăк калăпăшлисене те çак ялта çыхаççӗ иккен.
Салтаксене пулăшас ӗçе илсе пыма волонтерсен ушкăнне йӗркеленӗ. Саврăшпуç ялӗн библиотекарьне Татьяна Максимовăна ертӳçӗ пулма шаннă, укçа-тенкӗ пухассине Алевтина Иванова хăй çине илме килӗшнӗ. Волонтерсен ӗçне йӗркелессипе Саврăшпуçӗнче Алина Кондратьева, Заря поселокӗнче Галина Липатова, Пухарапа (Сосновка) Çирӗклӗре Полина Андреева, Маргарита Синдимирова, Фируза Гоибова тата Галина Чернова яваплă.
Волонтерсен ӗçне хăвăртлатас, пӗлтерӗшлӗрех тăвас, вӗсене хавхалантарас тесе Татьяна Владимировна тӗрлӗ акцисем ирттерет. Тӗслӗхрен, «Раççей пӗрлӗхӗшӗн хамăр алăпа», «Хамăр алăпа салтака пулăшар», «Астăватпăр. Мăнаçланатпăр», «Хамăрăннисемшӗн»… Сăмах май, халь кашни çыннăн смартфон пур, пурте тенӗ пекех мессенджерсемпе, социаллă сетьсемпе анлăн усă кураççӗ. Ватсапра е Телеграмра кашни ялăн ушкăнӗсене йӗркеленӗ. Ял-йыша оперативлă хутшăнма питӗ пулăшаççӗ вӗсем. Акци пирки ял ушкăнне лартнă информацие кӗске вăхăтрах нумай çын курать.
Акци йӗркелени чăн та ӗçре самай пулăшать: ун вăхăтӗнче çынсем нумайăнрах пуçтарăнаççӗ, ӗçе икӗ сменăпа – ирхине 8.00-тан пуçласа каçпа 22.00 сехетчен – пурнăçлаççӗ. Çавăн пек акцисен вăхăтӗнче Саврăшпуçне çак ял хутлăхне кӗрекен Заря, Пухара поселокӗсенчен, Çирӗклӗ ялӗнчен те хӗрарăмсем пуçтарăнса килнӗ-мӗн. Пысăк ушкăнпа ӗçӗ те хăвăртрах пулать.
Библиотекарь ырă ӗçе ялти кашни çынна хутшăнтарма тăрăшать. «Окоп çурти» (шăвăç банкăсем пуçтарассипе), «Раççей салтакӗ валли ăшă чăлха çых» (çăм чăлха çыхассипе), «Салтаксене ăшăтар» (носки, труççи тата перчетке пухассипе) акцисене ватти те, вӗтти те хаваспах хутшăнать кунта.
Ачасем те хастар
Кӗçӗн классенче вӗренекенсем, тӗслӗхрен, ултă хутчен «Салтак патне çырнă çыру», икӗ хутчен «Салтака Çӗнӗ çул открытки» акцисене хутшăннă, хӳтӗлевçӗсем патне çырусем, саламлă открыткăсем çырнă.
Ку кăна та мар. Хăш-пӗр ачасем çыру çырнипе кăна çырлахмаççӗ, аслисемпе пӗр тан маскировка сетки те çыхаççӗ. Акă, Саврăшпуçӗнчи пуçламăш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Матвей Кондратьевах илер. Вăл аслисемпе пӗрле пӗтӗм акцие хутшăнма тăрăшать, вӗренӳрен пушă вăхăтра маскировка сетки те çыхать. Ăшă носки, сетка çыхма материал туянма укçа пухас, окоп çурти тума шăвăç банкăсем пуçтарас ӗçе питӗ хастар хутшăнать. 4-мӗш класра вӗренекен Никита Ильин та питӗ хастар. Вăл тантăшӗсене маскировка сетки салтаксене мӗнле майпа пулăшни пирки каласа пама, ăна епле тӗрӗс çыхмаллине ăнлантарма пӗрре те ӳркенмест.
Ытти ачасем те хастар кунта. Татьяна Владимировна каланă тăрăх, салтаксем валли кирлине туянма черетлӗ акци пуçарнине пӗлсенех вӗренекенсем кӗсйисенче ашшӗ-амăшӗсем тутлине туянма панă вак укçана шутлама пуçлаççӗ, час кăна лавккана кайса носки туянаççӗ те волонтерсене кӳрсе параççӗ. Çакăн пек утăмсенчен пуçланать те вăл патриотизм туйăмӗ – аслисене кура пӗчӗккисем те хӳтӗлевçӗсене пулăшасшăн.
Ял-йыш пулăшнипе Яша хăйӗн чаçне кирлӗ техникăпа таврăннă
Саврăшпуç ял хутлăхне кӗрекен ялсенчен те ятарлă çар операцине хутшăнакансем самайăн. Вӗсем кӗске отпуска таврăнсан кашнинпех тӗлпулу йӗркелеме тăрăшать Татьяна Максимова, ку таранччен сакăр тӗлпулу ирттернӗ. Кун пек мероприятие ял халăхӗ те, шкул ачисем те пысăк интереспа çӳреççӗ – пурин те паттăрсемпе куçа-куçăн курса калаçас, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене парас килет. Тӗлпулусене тивӗçлӗ канури вӗрентекенсем Нина Ивановна Егоровăпа Галина Гавриловна Чернова та хаваспах хутшăнаççӗ. Вӗсен Тăван çӗршыва юратма, хӳтӗлевçӗсене хисеплеме, пулăшма хавхалантаракан сăмахӗсем питӗ витӗмлӗ.
Акă нумай пулмасть Яша Бикмуллинпа тӗлпулу иртнӗ. Вăл декабрӗн иккӗмӗш çурринче отпуска килнӗскер кăшт маларах ял çамрăкӗсенчен «Булат» текен техникăна туянмашкăн пулăшу ыйтнă. Волонтерсем кун пирки Çӗнӗ çул çитме темиçе кун юлсан кăна пӗлнӗ. Салтакăн вара январӗн 3-мӗшӗнче каялла каймалла. Татьяна Максимова пӗлсенех Аксу волонтерӗсем патне шăнкăравланă. Вӗсем укçа пуçтарма сӗннӗ, çитменнине хăйсем хушма шантарнă. Пӗлтерӳ парсанах ял-йыш укçа куçарма пуçланă. Салтака кирлӗ техника хатӗрӗ малтан пăхнă чух 140 пин тăнă-тăк, ун хакӗ укçа пухнă вăхăтра кунсерен хăпарса пынă – заказ панă чухне 154 пин тенкӗрен иртнӗ. Çапах та тӗлӗнтермӗш: кирлӗ укçана пухса çитернӗ, заказа январӗн 2-мӗшӗнче тӗрӗс-тӗкелех кӳнӗ. Яша çапла ентешӗсем пулăшнипе хăйсене кирлӗ хатӗре чаçе таврăннă чух пӗрле илсе кайма пултарнă.
Хăçанччен кирлӗ – çавăн чухлӗ
Каларăмăр ӗнтӗ, ял халăхӗ салтаксене пулăшас ӗçе питӗ хастар хутшăнать. Волонтерсем мӗн кирлине палăртаççӗ те соцсетьсенчи ушкăнсенче çырса пӗлтереççӗ. Пытарма кирлӗ мар, хăш чух йывăрпа пырать укçа пухасси. Çавна кура волонтерсен ушкăнӗ ял халăхӗпе çавра сӗтелсем ирттерме пуçланă – салтаксене тылрисем пулăшни питӗ кирлине ăнлантарса параççӗ, тунă ӗçсемпе паллаштараççӗ. Кун пек тӗлпулусен усси пысăк – халăх çӗнӗ вăйпа пулăшу аллине тăсать.
Палăртса хăвармалла, салтаксене пулăшма куллен пӗчӗк мар сумма паракансем те пур. Тивӗçлӗ канури Зинаида Григорьевна Анисимова, тӗслӗхрен, кашни пенси илмессерен 5 пин тенкӗ парать. 20 çулти çамрăк волонтер Евгений Витальевич Карпухин та кашни укçа пухмассерен 3 – 5 пин тенкӗ куçарать.
Маскировка сетки çыхакан хастар хӗрарăмсем те – Людмила Суворова, Мария Тарасова, Любовь Львова, Наталья Кондратьева, Алина Кондратьева, Фируза Гоибова, Алевтина Иванова, Людмила Якимова, Евгения Васильева, Мария Иванова, Любовь Семенова, Татьяна Петрова, Зоя Максимова, Маргарита Синдимирова, Людмила Еремеева, Алена Власова, Галина Кондратьева, Полина Андреева тата Наталья Чернова – ырă сăмаха тивӗçлӗ. Ӗçе çӳренӗ пек çӳреççӗ вӗсем салтаксене питӗ кирлӗ сеткăна çыхма, вӗçленисене СВО зонине пулăшу леçме каякан Аксу волонтерӗсене çитерсе параççӗ. Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев волонтерсене пур енлӗн тӗрев парать, мӗн ыйтсан та нихăçан та хирӗçлемест. «Акцисене Валерий Зиновьевичпа пӗрле пуçлатпăр, ун алли яланах çăмăл», – теççӗ волонтерсем.
Саврăшпуç волонтерӗсем тăвакан ӗçсем пирки тем чухлӗ çырма пулать – пӗрре те ахаль тăмаççӗ. Çак тăрăшулăх пурте кӗтекен Çӗнтерӗве çывхартасса кашни шанать кунта, апла-тăк ентеш-салтаксене пулăшас ӗçе мӗн чухлӗ, хăçанччен кирлӗ, çавăн чухлӗ пурнăçлӗç вӗсем.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Т.Максимова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев