Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Саврӑшпуҫӗнчи ҫамрӑк волонтерсем Тав хутне тивӗҫнӗ

Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнчи пуҫламӑш шкулти - ача садӗнчи Ҫӗнӗ ҫул уявӗ питӗ хумхануллӑ иртрӗ хальхинче: садике ҫӳрекен шӑпӑрлансемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсене саламлама Аксуран Александр Убейкин ертсе пыракан волонтерсен ушкӑнӗн хастарӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Вӗсем ахальтен мар - ҫамрӑк патриотсене тав тума килнӗ.
Ҫак ачасем ялти библиотекарь Татьяна Максимова ертсе пынипе Акӑ ӗнтӗ виҫӗ ҫул ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансӗне пулӑшма йӗркелекен акцисене хутшӑнаҫҫӗ: ачасем окоп ҫуртисем тума шӑвӑҫ банкӑсем те пуҫтараҫҫӗ, салтаксем патне ҫыру та ҫыраҫҫӗ, маскировка сетки те ҫыхаҫҫӗ... Салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене Раштавра, мартӑн 8-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе саламлас ӗҫе те пӗтӗм кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ ачасем.
Ҫак пархатарлӑ ӗҫсене шута илсе Аксу районӗнчи "Служу Отечеству" Ҫар ветеранӗсен обществӑлла организацийӗ Матвей Петрова, Николай Алексеева, Севастьян Алексеева, Никита Ильина тата Аделина Власована Тав хучӗпе чыслама йышӑннӑ.
Александр Убейкин ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасен умӗнче сӑмах каланӑ чух пурне те тав турӗ, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫ пурнӑҫ тата Ҫӗнтерӳ сунчӗ.
Ҫак мероприяти чӑн-чӑн пулӑшушӑн ҫын миҫе ҫулти пӗлтерӗшлӗ мар. Пӗчӗккисем те, аслисем те Ҫӗнтерӗве хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ. Пӗрле тӑрӑшсан вӑл пирӗн пулатех!
Татьяна МАКСИМОВА.
Аксу районӗ,
Саврӑшпуҫ.
Автор сӑнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев