Сентябрь алăкран шаккать, шкула пуçтарăнма хушать
Кӗçех вӗренӳ çулӗ пуçланать. Хатӗр-и эпир ăна кӗтсе илме? 2025 çулта улшăнусем савăнтарӗç-и?
Августăн 1-мӗшӗнче Регионăн обществăлла йышăну пӳлӗмӗнче хӗрӳ лини иртнӗ. Граждансен вӗрентӳпе çыхăннă ыйтăвӗсем çине республикӑри профильлӗ министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем хуравланă.
Хӗрӳ лини модераторӗ ТР Патшалӑх Канашӗн «Мәрхәмәт – Милосердие» хӗрарӑм-депутатсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Алсу Набиева çакăн пек хӗрӳ линисен формачӗ тутарстансемшӗн усӑллӑ, меллӗ пулнине палăртнă.
Эрнекун республикӑри тӗрлӗ районта пурӑнакансенчен 31 ыйту килнӗ. Вӗсем тӗрлӗ: вӗренӳ заведенийӗсене улăштарасси, урӑх хулана куçсан вӗренӳ процесне малалла тăсасси, предметник-учительсен ӗçӗ, шкулсенче ыркӑмӑллӑх ярмӑрккисем йӗркелесси тата МАХ çӗнӗ мессенджерпа ӗçлеме пуçласси.
Пур ыйтӑва та çийӗнчех татса панă. Хусантан, Ешӗлвартан, Çырчаллинчен, Пӗкӗлмерен, Пӗтреçрен, Ютаза тата ытти районсенчен шăнкăравланă çынсем. Тӗслӗхрен, Çырчаллинче пурӑнакан хӗрарӑм çемйипе Хусана куçса килнӗ, шкул ӳсӗмӗнчи ачи пур. Тӗп хулара вӗсем арендăна илнӗ хваттерте пурăнаççӗ, Çырчаллинче пропискăра тӑраççӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗччен шкула документсем пама ӗлкӗресси тата Хусанти регистрацисӗр шкула илӗç-ши тесе хумханать вăл.
«Ашшӗн е амӑшӗн халь пурӑнакан вырӑнти шкула кайса ачана шкула илме заявлени çырмалла. Хусанта регистраци пулманни хирӗçлемелли сӑлтав мар, – хуравланă Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Эльмира Кабудинова. – Çемье Тутарстанра регистрацире тăрать. Çавăнпа унӑн пӗтӗм майсем пур Хусанти шкулта вӗренме, чи кирли – класра вырӑн пултăр».
Хӗрӳ лини вӑхӑтӗнче çавӑн пекех вӗрентӳ тулашӗнчи ӗç-хӗле йӗркелесси, электронлӑ шкул дневникӗсен ӗçӗ, предметник-учительсем çитменни, çӗнӗ шкулсен библиотекисене кӗнекесемпе тивӗçтересси, ачана пӗрремӗш класа илнӗ чухне пур енчен те пулӑшасси тата аутизмпа чирлӗ ачасем валли классем уçасси пирки ыйтусем пулнă.
Вӗренӳ çулӗ пуçланас умӗн вӗрентӳ ыйтӑвӗсемпе хӗрӳ линисем лайӑх ӗçлени пирки журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамис Музипов каласа панă. «1-мӗш тата 10-мӗш классене заявлени паракансене, çав шутра ытти регионтан куçса килнисене те, йышăну йӗрки кӑсӑклантарчӗ. Эпир вӗрентӳ организацийӗсен ертӳçисемпе тата вӗрентӳ пайӗсемпе çыхӑнса вырӑнтах анлӑ хуравсем патӑмӑр», – тенӗ министр çумӗ. Ыйтусен пӗр пайӗ, Рамис Музипов палӑртнӑ тӑрӑх, вӗренӳ процесӗнчи улшӑнусемпе çыхӑннӑ. Кӑçал кун пек çӗнӗлӗхсем сахал пулнине палăртнă вăл: «Обществознани предмечӗн сехечӗсем чакаççӗ, тӗпрен илсен 8-9-мӗш классенче вӗрентӗç, 10-11-мӗш классенче те сыхланса юлӗ. Тепӗр улшăну – ют çӗршыв гражданӗсен ачисене вӗренме илессипе çӗнӗ йӗрке ӗçлет, – паллаштарнă çӗнӗлӗхсемпе Рамис Музипов. – Халӗ вӗрентӳ учрежденийӗсене хатӗрлессипе, вӗсене тӗрӗслесе йышӑнассипе хӗрӳ ӗç пырать».
ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, 2025–2026 вӗренӳ çулӗнче 55 пин ача пӗрремӗш класа каять.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев