Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ача сачӗсенче «Добрые игры» проект хута каять

Раççейри ача сачӗсенче 2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен «Ырă вăйăсем» (Добрые игры) проект хута каять. Ăна шкулсенче кашни тунтикун ирттерекен «Разговоры о важном» урокăн аналогӗ теме пулать. Проектăн тӗллевӗ – ачасенче вăйă урлă ăс-хакăл хаклăхӗсене аталантарасси.

ТР Обществăлла палатин пайташӗн, политологăн тата педагогăн Анастасия Исаеван шучӗпе ачасене меллӗ форматпа усă курса мӗн пӗчӗкрен шанса, ăнланса калаçма вӗрентмелле. «Чи кирлӗ темăсемпе ачасене вӗсен çул ӳсӗмне çывăх манерпе усă курса ăнлантармалла. Кашни ӳсӗмшӗн кирлӗ майсем тупнишӗн çав тери савăнатăп. Калас тенине çапла майпа ăнлантарма май тупни – питӗ лайăх», – тенӗ вăл.

ТР Патшалăх Канашӗн депутач, Вӗрентӳпе наука министерстви çумӗнчи Обществăлла Канаш пайташӗн, «Профессиллӗ компетенцисене аталантаракан центрăн генеральнăй директорӗн Эмиль Губайдуллинăн шучӗпе ачасем шăпах çынсемпе хутшăнма садике çӳренӗ тапхăрта вӗренеççӗ. Вăйă формачӗ вӗсене çӗнӗ информацие илтсе ăнланма кăна мар, ăна хăйсен витӗр кăларма май парать. Малашне çакă ачасене хăйсене коллективра кирлӗ пек тытма вӗрентет.

Обществăлла деятель, блогер Алина Гималтдинова вӗрентӳ тытăмӗнчи çӗнӗлӗхсем воспитани ӗçне аталантарма пулăшнине палăртать, ку пуçару ачасене ӳссен ăнăçуллă çын пулма пулăшасса шанать.

 

Сăнӳкерчӗк Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчи ача сачӗн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование