Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен кӗрекен улшăнусем

Ку улшăнусем водительсене пырса тивеççӗ. Çапла вара сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрекен законпа, çулсем çине фотовидеофиксаци камерисем вырнаçтарас йӗрке, аптечкăсен составӗ улшăнать тата ОСГОП полис кирлӗ пулать.

Тӗрӗсрех каласан, вӗсене авари пулас хăрушлăх пысăк участоксенче, çулсем хӗресленнӗ вырăнсенче, çулталăкра 4-ран кая мар çул-йӗр инкекӗ пулнă çӗрсенче, обществăлла транспорт валли уйăрнă йăрăмсем, йывăр тиевлӗ машинăсен виçе контролӗ, çуран каçмалли, машинăна хăварма юраман вырăнсенче, остановкăсен çывăхӗнче вырнаçтарӗç. Камерăсен хушши, инкек пулас хăрушлăх пысăк участоксемсӗр пуçне, ял-хулара — 1, хула айккинче 5 –шер километртан çывăхрах пулмалла. Фотовидеофиксаци ятарлă знакран 150-300 метр иртсен кăна пуçланмалла, ял-хулара — 100 метртан.
Çул-йӗр хуçисем сентябрӗн 1-мӗшӗнчен хăйсен участокӗнче ăçта тата мӗнле камерăсем пуррине, унти даннăйсене улăштармасăр ШӖМе памалла. Автоинспекци унти информаци тăрăх водителе штраф çырса парать. РФ Патшалăх автоинспекцийӗн официаллă сайчӗн ятарлă пайӗнче регионсенче ăçта мӗнле камерăсем вырнаçтарнă информаци пур.
АПТЕЧКА
РФ Сывлăх сыхлав министерствин приказӗпе, автомбиль аптечкин составӗ те улшăнмалла. Тӗпрен илсен вăл суран çыхмалли хатӗрсен шутне ӳстерессипе çыхăннă. Урăхла каласан, сентябрӗн 1-мӗшӗнчен автомобильри аптечкăра ахальлипе пӗрлех эластика бинчӗ, искусствăлла майпа сывлаттармалли икӗ хатӗр (малтан пӗрре кăна пулнă), изотерми утиялӗ (шăрăхран, сивӗрен упрать) тата блокнотпа кăранташ е маркер пулмалла. Экстреннăй лару-тăрăва лексен юн чарма жгут лартнă самантсенче водителӗн тӗрӗс вăхăт çырмашкăн хутпа ручка шырамалла ан пултăр тесе кирлӗ ку. Хальхи аптечкăсемпе, срокӗ тухман пулсан, 2027 çулччен усă курма юранине те палăртнă.
ПОЛИС
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен çынна турттаракан транспорт компанийӗсен автомобилӗсен (таксисен) обязательнăй йӗркепе пассажира страхлакан ОСГОП полис пулмалла. Инкеке лексен, пассажира страховка тӳлеме кирлӗ ку. ОСГОП полис çук-тăк должноçри çынна 40 — 50, предприяти-организацие — 500 пин — 1 миллион тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество