Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрьте Мускавран Хусана икӗ хутлă поездсем çӳреççӗ

Мускавран Хусана поездпа çӳрекенсен йышӗ ӳснипе хушма поездсем яма тивнине пӗлтерет Горький чугун çулӗн Хусан регионӗн пресс-служби. Икӗ хутлă поездсем сентябрь уйăхӗнче çӳреççӗ.

Мускавран ку поездсем сентябрӗн 5 тата 12-мӗшӗсенче каçхине 19:08 сехетре тухаççӗ те Хусана тепӗр ир 07:50 сехетре çитеççӗ. Каялла Мускава сентябрӗн 6 тата 13-мӗшӗсенче 16:55 сехетре тухса ирхине 05:30 сехетре çитеççӗ.

Икӗ хутлă 14 вагонран тăракан поездсенче хăйсем тӗллӗн çӳрейменнисене хăпартакан ятарлă хатӗрсем тата меллӗ купесем те пур. Хальхи йышши установкăсем вагонри сывлăша кирлӗ шайра тытаççӗ. Телефонсене зарядка лартмалли розеткăсене вара кашни вагонах вырнаçтарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев