Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сергей кичемленсе ларма юратмасть

Инвалидсен декадин шайӗнче Упи ялӗнче пурăнакан Сергей Скорняков патне çитсе килтӗмӗр.

Шел те, çак пурнăçра хастар та тӗреклӗ пурăнма тӗрлӗ сăлтава пула кашниех пултараймасть. Шкулта вӗреннӗ чухне илнӗ суран Сергейӗн пурнăçне улăштарнă, çапах та çутă ӗмӗтсемпе пурăнма чăрмантарман.


Эпир пӗр-пӗринпе яланах туслă çыхăнура пурăнатпăр. Сергее çӗнӗ хыпарсемпе паллаштартăмăр, пӗр-пӗрин çитӗнӗвӗсемшӗн савăнтăмăр, хамăрăн чӗресен ăшшине парнелерӗмӗр. Сусăррисене çынсемпе куллен хутшăнни, вӗсем ăнланни тем пекех кирлӗ, унсăрăн пурнăç тӗллевӗ çухалать.


Эпир килнишӗн чунтан хӗпӗртерӗ Сергей. Амăшӗ Ираида Васильевна çумра пулни те тӗрӗв парать ăна, йывăр вăхăтра пăтăрмахсене сирме пулăшса тăрать. Юнашар тетӗшӗ Николай, йăмăкӗ Надежда (Ульяновск хулинче) хавхалану кӳрсе тăраççӗ, май килнӗ таран пулăшаççӗ, хăйне пӗччен туйма памаççӗ. 


Сергей вăл кичемленсе ларма юратмасть, Культура çуртӗнче иртекен концертсене тăтăш çӳрет.


— Çӗнӗ çул уявне те çитӗп-ха, — терӗ вăл пире шантарсах.


Ăна сывлăх, шанăç тата хастарлăх сунас килет.


Çак ырă йăлана — инвалидсем патне килне кайса çӳрессине — малашне те манмăпăр. Çынна савăнăç кӳрекен ырă йăла нихăçан та ан иксӗлтӗр.


Юрий АДЪЮТАНТОВ,
Çӗпрел районӗ, 
Çӗнӗ Упи ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев