Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сергей ЩЕРБАКОВ: «ШУТЛАНИНЕ ПУРНĂÇЛАСАН КИНО ТӖНЧЕ ШАЙӖНЧИ ПУЛМАЛЛА»

Халӑхсен хушшинчи кинопроектсен питчингӗн шорт-листне Чăваш Енрен килнӗ икӗ режиссерăн та ӗçӗсене кӗртни лайăх кăтарту.

Сентябрӗн 7-мӗшӗнче Хусанти патшалӑх культура институтӗнче Хусанти халӑхсен хушшинчи «Ылтӑн минбар» кинофестивалӗн кинопроектсен Пӗтӗм тӗнчери питчингӗ иртрӗ.

Кăçал питчинга Чăваш Республикинчен икӗ проектпа хутшăнчӗç. Пӗри истори наукисен кандидачӗн тата Сергей Щербаков режиссерăн  тата ЧПУ журналистика факультечӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Дарья Рыбкинан. «Ӗмӗрсем витӗр: Акăш тупи» («Через века: Лебединая клятва») проектпа хутшăнчӗç вӗсем. Сергей Щербаковăн паллăрах ӗçӗсен шутӗнче «Вупăр», «Слеза Ангела», «В Красном море», «Уй варринче»,  «Тайны древней Волги», «Шăпчăксем» илемлӗ фильмӗсем. 

 Тепри Марат Никитинăн Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине халалланă «Мать солдата» фильмӗ. Сергей Щербаковăн пулас кинофильм сюжечӗ Аслă Пăлхар историйӗпе çыхăннă. Паллă ӗнтӗ, тема çивӗч, тавлашуллă, пурнех те ун çумне çулăхтарасшăн мар. Истори теми çăмăл мар. Çакă та тытса тăчӗ пулӗ жюрие вӗсен енне суйлав тума.  Çавăнпа питчингра ăна çӗнтерӳçӗсен йышне кӗртесси иккӗлентерчӗ. Мӗншӗнни паллă.  

Çапах чăвашсем килни, хутшăнни савăнтарчӗ. Ку опыт. Кунта тӗрлӗ çӗршывсен кинематографисчӗсемпе паллашма, ӗçлӗ çыхăну йӗркелеме пулать. Творчество енӗпе ӳсӗм çулӗ те.

Тӗрлӗ çӗршывсен продюсерӗсенчен тăракан жюри Тутарстан режиссерӗн Рифат Миндубаевăн «Шамакай» проектне суйларӗ. Социаллӑ драма икӗ ача пурнăçӗ тата вӗсен шăписем тӗлӗнмелле майпа çыхăнса кайни пирки.  Аутизмпа аптракан арçын ачапа тӑлӑх хӗрача ыттисемшӗн курăнман тӗнчене çакланса пӗр-пӗрне пулăшнисӗр пуçне хӑйсем патне те çул тупаççӗ.

2025 çулта халӑхсен хушшинчи кинопроектсен питчингӗ Хусанти XXI халӑхсен хушшинчи «Ылтӑн минбар» кинофестивалӗн ӗçлӗ программипе килӗшӳллӗн улттӑмӗш хут иртрӗ. Заявкăпа килнӗ 108 проектран шорт-листа пурӗ те 14 проекта суйласа илнӗ. Унта Чăваш Енрен килнӗ икӗ режиссерăн та ӗçӗсене кӗртни лайăх кăтарту. Чăваш Ен режиссерӗсен паха кино ӳкерес енӗпе пысăк потенциал пуррине çирӗплетет ку. Шел, республикăра тӗрев çук вӗсене. Паха кино, искусствăн ытти тӗсӗсем пекех, регион имиджӗшӗн ӗçлекен пулăм. Унпа усă курмалла. Вăл регион илӗртӳлӗхӗшӗн ӗçлеме пултаракан вăйлă фактор та, çав шутра инвестицилле илӗртӳлӗх енӗпе те. Кино вăл çӗршыв алăкӗ. Нью-Йоркри Бродвея ăçтан пӗлетпӗр эпир? Манхэттона тата? Тӗрӗс, Голливуд киновӗсенчен. Ахальтен мар вăйлă аталаннă çӗршывсенче кино хисепре. Кино аталанăвӗ экономикăшăн та пӗлтерӗшлӗ. Çавăнпа талантлă çынсене тӗрев памаллах, анчах  тем чарать çакна ăнланса илме.   

Кăçалхи кинопроектсен материалӗсен жанрӗсем анлӑ: истори пулӑмӗсем, социаллӑ драмӑсем, çемьепе романтика сюжечӗсем, детективсемпе триллерсем, комедисем, наука фантастикипе мыскарасем, фэнтезипе юмахсем.

Чăвашенсем истори темине суйланă. Кăткăс жанр. Сценарие экран çинче ӗненмелле чӗртсе тăратма çăмăл мар. Жюри çакна пытармарӗ. «ТатарКино» директорӗ Миляуша Айтуганова питчинга пӗтӗмлетнӗ хыççăн Сергей Щербаковпа пырса та калаçрӗ. Проект пурнăçлас енӗпе  кăткăс пулнине каларӗ тата ятне улăштарма сӗнчӗ. Шел те, чăвашенсен проекчӗсем çӗнтерӳçӗсен шутне кӗреймерӗç.

«Шамакай» пирки çыртăмăр ӗнтӗ, тепӗр иккӗшӗ – Евений Сетькон «Лето приключений» (Беларусь) роуд-мувийӗпе  (акăлчанларан «çул киновӗ» е «фильм- çулçӳрев» тесе куçать) Эльдар Юлдашевăн «Голос из Тумана» фильм-катастрофи (Тутарстан – Узбекситан).   

Питчинг пӗтӗмлетӗвӗсене тăвиччен Сергей Щербаковпа тата Дарья Рыбкинапа калаçса илтӗмӗр.

  • Сергей, Хусанти кинофестивалӗн питчингне пуçласа хутшăнтăр?
  • Çапла.
  • Хăвăрăн проект пирки тӗплӗнрех каласа парăр-ха?
  • Историлле блокбастер вăл. Блокбастер вара пурне те килӗшекен жанр. Шутланине пурнăçласан тӗнче шайӗнчи пулмалла. Унта драма та, лирика та, эпикăлăх та пур. Масштаблă çапăçусем, юрату, туслăха сутни. Идея авторӗ чăваш эстрада юрăçи, актриса Ольга Палан. Атя, хамăрăн Вăтам ӗмӗрсенчи чăваш историйӗпе ту мӗн те пулин терӗ. ХIII ӗмӗрти Атăлçи Пăлхар, монголсем... «Гладиатортан» кая мар сюжет. Килӗшрӗм.
  • Идея мӗн çинче тӗпленнӗ? Тен, пӗр-пӗр роман е истори тӗпчевӗ  çинче? Сценари хатӗр?
  • Çак тапхăрпа истори çăлкуçӗсем çукпа пӗрех. Легендăсем, ытти халăхсем çырса хăварнисем пур. Сăмах Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн юлашки патшин хӗрӗ пирки пырать. Вăл хăй те çар çынни пулнă, хӗрарăмсен çар отрядне тытса тăнă. Çак истори çине таянса хатӗрлерӗмӗр те проекта. Патша хӗрӗ Тархана юратса пăрахать, анчах ашшӗ хирӗç. Историк пулнă май çав вăхăтсен аутентикине упраса хăварма тăрăшрăм. Паллах, кино вăл художествăлла хайлав та пулнине шута илсе хăш-пӗр персонажсене шутласа кăлартăмăр. Легендăра патша шăллӗн ывăлӗ те пур. Вăл монголсене сутăнса çар позицийӗсемпе çыхăннă информацие йăлт сутса парать. Нумай вăхăт хушши монголсем парăнтарайман Пăлхара. Çакăн хыççăн вара çапса аркатаççӗ. Вăл тӗп начар персонаж.
  • Ячӗ мӗнле унăн?
  • Хальлӗхе калаймастăп. Шутлатпăр-ха. Кирлӗ мар çӗрте хӗвӗшӳ çуратас килмест. Сюжет никӗсӗ хатӗр. Шăп çак енӗпе ӗçлеме ӗнтӗ Дарья Рыбкинăна явăçтартăм. Литература пултарулăхӗ пур унăн. Пӗрле пирӗн ӗçсем лайăх пулса пыраççӗ. Çакăн пек пысăк питчингра нумайран та 500 пин тенкӗ параççӗ. Вăл историлле видеоклип ӳкерме çитмелле. Ку ӗçе чи лайăх сьемка ушкăнне, профессионал артистсене явăçтарма шутлатпăр. Историлле костюмсем, ытти антураж йăлт çав вăхăтрипе килсе тăмалла. Пушкăртстанри реконструкци клубӗпе калаçса хунă ӗнтӗ. Октябрьте кӗтеççӗ вӗсем пире. Çак клип пире пулас кинова ӳкерессине Раççей шайӗнче кăна мар тӗнче шайӗнче хăтлама кирлӗ. Ку енӗпе каллех пушкăртсем çине таянатпăр. Булат Юсупов режиссер пулăшма пулчӗ. Унăн кино фончӗ çине тухма майсем пур. Шанас килет Пушкăртстан, Тутарстан та айккинче юлмасса, кайран тен, Чăваш Ен те вырăнтан тапранӗ.  Казахсемпе те калаçас кăмăл пур. Ӗнер Казахстан продюсерӗпе (Альмагул Тлеуханова. Авт) калаçса илтӗмӗр, кăркăссемпе те калаçрăмăр.
  • Ольга Палан хăй килеймерӗ?
  • Çук. Вăл Турцие тӗрӗк халăхӗсен çамрăксен фестивальне кайрӗ. унта вăл пирӗн «Уй варринче» музыка фильмне илсе кайрӗ. Турккăсене çӗнӗ проектпа паллаштарма каласа ятăм. Мӗншӗн тесен вӗсене ку йышши историсем килӗшеççӗ.
  • Блокбастер ӳкеретпӗр терӗр? Актерсене пăхса хунă-и? Паян куракан лайăх та паха кионпа иртӗннӗ теме пулать. Пысăк кино шайӗнчен чăваш киновӗсене хакласан проекта тивӗçтерекен актерсем курмастăп. Театр актерӗсем пурте выляймаççӗ кинора. Специфика урăхларах кăшт.
  • Паллах, профессионал актерсемпе ӗçлеме шутлатпăр.
  • Раççей актерӗсемпех ӗçлесшӗн мар-и?
  • Кăмăл пур. Хальлӗхе сценарипе ӗçлесе пӗтермелле тата укçа тупмалла. Кусем пӗрремӗш задачăсем. Пӗри паллă. Тӗп сăнарсенчен пӗрне Ольга Палан вылӗ.
  •  Дарья, сан патна ыйту. Ку проектра мӗнлерех тивӗçсем сан?
  • Эпӗ сценари çыратăп. Сергее идейăсем енчен пулăшатăп.
  • Пысăк кино ӳкерес тесен историре шайламалла, тарăн чавмалла. Мӗнлерех сан ку енӗпе? Мӗн вулан, кам çырнине?
  • Историпе ӗçлекенни Сергей пур. Эпӗ вара çын психологийӗпе çыхăннă енпе ӗçлеп. Персонажсене калăплап, вӗсен калаçăвне йӗркелетӗп.
  • Дарйăпа ӗçлеме çăмăл. Тахçантанпа çакăн пек пулăшакана шыраттăм. Пӗр-пӗрне çур сăмахран ăнланатпăр темелле.
  • Дарья эс Шупашкартан? Чăваш-и?
  • Çапла. Чăваш, чăвашла калаçаятăп.
  • 20 çӗршывран 108 проект хутшăннă питчинга. Эсир шорт-листа кӗрейнӗ. Аван. 
  • Суйлава жюри август уйăхӗнчех тунă. Иран, Египет, Сири, Беларусь, Казахстан, Азербайджан тата ытти нумай çӗршывран хутшăннă.
  • Хытă хумхантăра презентацире?
  • Çук. Проекта хӳтӗлерӗмӗр ӗнтӗ. Хумханатăн ăна хатӗр мар пулсан. Дарья та нумай пулăшрӗ. Çумра пӗр шухăшлисем пулсан çăмăлрах.  
  • Кам сирӗншӗн тӗп конкурент пулчӗ?
  • Ку ыйтăва хуравламасăр хăварар пуль.

Дарья: – Эпир вӗсенче конкурент курмарăмăр. Ӗçтешсене теес килет.

Сергей: Проект хăтлавне эпир кинофорум ыйтнă форматпа хатӗрлерӗмӗр. Проектăн команди, идеи, тӗп шухăшӗ, бюджет, съемки – йăлт кирлӗ пек хатӗрлерӗмӗр.

  • Вăрттăнлăх мар пулсан кино бюджечӗ мӗн чухлӗ?
  • Лайăх кино ӳкерме 100-шер миллион кирлӗ, долларпа тата. Анчах ун çинчен калаçма халь иртерех.
  • Локаци интереслентерет. Ăçта ӳкерме шутлатăр?
  • Паллах, Тутарстанра, мӗншӗн тесен Атăлçи Пăлхар кунта пулнă. Пушкăртстанра, Казахстанра. Мӗншӗн тесен ӳкерес пулсан ку енсем те софинансировани майӗпе проекта хутшăнаççӗ. Тӗп задача Атăлçи Пăлхар çинчен пӗлтересси. Раççейре, тӗнчере пӗлсех каймаççӗ ун пирки. Пăлхар вара Атăлçире пурăнакан нумай халăха пырса тивет. Тӗнчери опыт çине те таянатпăр. Ак шотландсене, корейсене, яппунсене илер. Кино пулăшнисӗр мар вӗсем тӗнче арени çине тухрӗç. Пирӗн истори вара Европăннинчен кая мар. Информаци кăна сахал упранса юлнă. Мантарма тăрăшакансем те пур.
  • Сергей, Дарья, пысăк тав сире. Ăнăçу сунатăп!

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.             

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью