Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сезон пуçланнăранпа республикăра гриппа чирленӗ 580 çынна шута илнӗ

Паяна Тутарстанра коронавируспа тата 91 çын чирленӗ. Çакăн пирки «Татар-информ» Информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ Любовь Авдонина пӗлтерчӗ. Хальхи вăхăтра республикăра коронавируспа чирленисемпе контактра пулнă е ОРВИ симптомӗсемлӗ 7299 çын врачсен тимлӗхӗнче.

Коронавируссăр пуçне гриппа, сывлăш çулӗсен ытти чирӗсемпе чирлекенсем те сезона кура самайăн. «Гриппа, ОРВИпе чирлессин шайӗ праçник кунӗсенче чакни палăрать. Анчах та ку тӗрӗс картина мар тесе шутлатăп. Мӗншӗн тесен каннă вăхăтра нумайăшӗ тухтăрсем патне каймасть, чир хăйех иртӗ тет, праçникре больничнăй кирлӗ мар вӗт çынна. Анчах та ку тӗрӗс мар. Чир палăрма пуçласанах тухтăртан пулăшу ыйтмалла, нумай чух çакă пурнăçа çăлса хăварма пулăшать вӗт. Канмалли кунсем иртсен тухтăрсем патне пыракансен шучӗ самай нумайланасса кӗтетпӗр», – терӗ Любовь Авдонина.

Сезон пуçланнăранпа республикăра гриппа чирленӗ 580 çынна шута илнӗ, çав шутран 139-шне – иртнӗ эрнере.

Роспотребнадзор ӗçченӗсем канмалли кунсенче те канмаççӗ. Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 5-мӗшӗччен массăллă мероприятисем ирттерекен 127 объектра вӗсем тӗрӗслевсем ирттернӗ. 21-ӗшӗнче ковида хирӗçле мерăсене пăхăнманнине тупса палăртнă.

ТР Сывлăх сыхлав министерствин тӗп эпидемиологӗ, иммунопрофилактика енӗпе специалисчӗ Дмитрий Лопушов пӗлтернӗ тăрăх, иртнӗ талăкра коронавируспа чирленӗ 28 çынна больницăна хунă, 63-ӗн килӗсенче сипленеççӗ. Канмалли кунсем пулсан та, республикăри поликлиникăсем кӗскетнӗ графикпа кашни кун тенӗ пекех ӗçлеççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здравоохранение пандемия