Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шкулта каллех пӑшал сасси илтӗнет

Пермь крайӗнчи Октябрь районне кӗрекен Сарс поселокри шкулта 6-мӗш клас вӗренекенӗ пӑшал пенӗ

Телее никама та вӗлермен, район больницине урине кӗленче ванчӑкӗпе чӗрнӗ пӗр ачана илсе килнӗ, ун пурнӑҫне хӑрушлӑх ҫук. 

Следстви вӗҫленмен-ха, анчах та малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 12 ҫулти арҫынача шкула ашшӗн "Сайга" карабинне илсе килет те, маччана тата стенана тӗллесе икӗ хутчен перет. Ӑна тытса чараҫҫӗ. Ҫак ача пӗр класра вӗренекен хӗрачана тавӑрса ҫапла тума шутланӑ. Кадет пӑшал кӑтартса хӑйне кӳрентерекен хӗрачана персе пӑрахасси, ыттисене тиме шутламанни ҫинчен пӗлтерсен, пӗр класра вӗренекенсем ӑна ӗненмен. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл стенана тата маччана пенӗ. Ҫак шкулта 300 ача вӗренет. Телее, ӑна кӳрентерекен хӗрача шкула килсе ӗлкӗреймен пулнӑ. Директор арҫыначана ӳкӗте кӗртсе унран пӑшалне илме пултарнӑ. Васкавлӑ майпа чӗнтернӗ полици ӗҫченӗсене пӑшал перекен ача директор пӳлӗмӗнче кӗтсе илнӗ. Следстви малалла пырать.

Пермь крайӗнчи вӗрентӳ заведенийӗсенче пӑшал сасси пӗрремӗш хут кӗрлемест. Сентябрӗн 20-мӗшӗнче Пермьри патшалӑх университечӗн студенчӗ Тимур Бекмансуров вузри ҫынсене пеме тытӑннӑ. 47 ҫынна амантнӑ, 6-шне вӗлернӗ. 

Кун пекки кӑҫал май уйӑхӗнче Хусанта та пулса иртнӗччӗ. 

Хыпар хатӗрӗсен ырӑ мар ӗҫне ҫирӗплетекен тӗслӗх вӑл ҫакӑ. Вӗсем кунӗн-ҫӗрӗн, пӗр чарӑнми ҫакнашкал пулӑмсене "шӗкӗлченипе" те ҫынсем аллине пӑшал тытма пултараҫҫӗ. Чикӗрен ытлашши иртме юрамасть. Инкек тухма пултарать. 

Совет Союзӗн вӑхӑтӗнче те шкулсенче пӑшал пенӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Анчах та ун пек пуламсем ҫинчен эпир халь кӑна пӗлетпӗр. 

Сарс поселокӗн социаллӑ сетьри ушкӑнӗнчи сӑнӳкерчӗк

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев